«Çемье зарници» Пӗтӗм Раççей вăййинче Тутарстан чысне Пӗкӗлмери çемье хӳтӗлет
24 командăран Пӗкӗлме районӗнчи Саниевсене çитекенни пулман, вӗсем пӗрремӗш вырăна тухса регион чысне çӗршыв шайӗнче хӳтӗлеме тивӗçнӗ. Иккӗмӗш вырăна Хусанти Гатаповсем, виççӗмӗш – Арскри Хасбиуллинсем çӗнсе илнӗ.
«Çемье зарници» Пӗтӗм Раççей вăййин районсенчи тапхăрне пурӗ 950 команда хутшăннă кăçал. Финала тухнă 24 команда Хусанти аслă çар танк училищин спорт хулин территорийӗнче иртнӗ республика тапхăрӗнче ăмăртнă. Вӗсен спортра та, творчествăра та хăйсен пултарулăхне кăтартмалла пулнă. Квест-вăйăра,тӗслӗхрен, пуринчен те вăйлă та хăвăрт кăна мар, пуçпа шухăшлама тата командăпа ӗçлеме пӗлнине кăтартмалла. Кунсăр пуçне беспилотниксемпе ӗçлес, пăшала сӳтсе пуçтарас ăмăртусем, спорт эстафети. Пултарулăх конкурсӗнче «Çемье киммине» ăсталас проект пек хӳтӗлемелле пулнă.
Каçхине вара вӗсене çарпа патриотизм темиллӗ киносем кăтартса вӗсене сӳтсе явнă. Юлашкинчен çемье командисем Зеленый утраври полигонра çарпа-тактика вăййинче тупăшнă.
Финалта çӗнтернӗ команда çумне наставника, ятарлă çар операцийӗн ветеранне, çирӗплетеççӗ. Иккӗмӗш «Çемье зарници» Пӗтӗм Раççей вăййин финалӗ кăçал август-сентябрь уйăхӗнче Волгоград облаçӗнче иртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев