Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇЕМЬЕПЕ ПĂХМАЛЛИ ФИЛЬМ

Иртнӗ эрнере çӗршыври экрансем çине çӗнӗ фильм тухрӗ. Февралӗн 9-мӗшӗнче Александр Ковтунец режиссерăн «Быть» картинине Хусанта чи малтанах IMAX кинотеатрта пăхса хаклама май пулчӗ.

Кинокартинăна шутласа-лартса-выляса кăлараканӗ – авторӗ Александр Ковтунец хăй те премьерăна килсе çитнӗ, вăл фильма ӳкернине каласа пачӗ. Каласа хăварар, сюжечӗпе патшалăх заказӗпе ӳкернӗн туйăнсан та ăна уйрăм çынсен, организацисен укçи-тенкипе кăларнă. Александр Ковтунец хуçалăх ӗçӗсене татса параканни – продюсерӗ те хăйех.

«Быть» историйӗ 2019 çултанпах пырать. Ун чух Ковтунец кӗске метражлă илемлӗ фильм лартнă. Фильм сюжечӗ тӗрлӗ çулсенчи кураканшăн та кăсăк пулассăн туйăнать. Илья репперсен тупăшăвӗн пӗр тапхăрӗнче çӗнтерет. Çакăншăн пит савăннипе пуçӗ çаврăнсах каять тейӗн каччăн – юратнă хӗрӗн кăмăлӗ юлнине те асăрхамасть, ашшӗне кӳрентерет. Юрать-и вара çапла пулма?  Асамлă вăйсем ăса кӗртме шут тытнă курăнать Ильяна. Килне кайма ларнă такси 1993 çула илсе çитерет. Çакăнта вăл пулас ашшӗпе, амăшӗпе (ăна каччă пӗлмест те – ача çуратнă чух вилнӗ) тӗл пулать. Тӗрлӗ мыскара пайтах пулса иртет унпа. «Быть» ырăпа вӗçленет, Илья хамăр вăхăта таврăнать, анчах вăл унчченхи çăмăлттай каччă мар. XX ӗмӗре кайса килни унăн ăс-тăнне лайăх енне улăштарать. 

Çемьепе пăхма ӳкернӗ комеди ашшӗ-амăшӗшӗн те, ачасемшӗн те интереслӗ пулӗ. Ностальги мӗн иккенне пӗлме ӗлкӗрнӗ аслисем хаваспах 9-мӗш çулсен саманине лекӗç, вăл вăхăтри юрăсене итленисӗр пуçне видеосалонсене çӳренисене те аса илӗç. Çамрăксене хальхи вăхăт ытларах кăсăклантарӗ. Çавăн пекех паллă артистсем – Федор Добронравов, Гоша Куценко, Михаил Башкатов, Олеся Железняк, Роман Курцын, Владимир Сычев тата «Банд Эрос» ушкăнăн солисчӗ пулнă Батишта, Олимп чемпионӗ Алексей Ягудин – ӳкерӗнни те кинофильм интереслӗ, кулăшла пулассине пӗлтерет. Тӗп рольте Олег Гаас ӳкерӗннӗ. Куракан актера «Вторая первая любовь», «Шифр», «Регби» тата ытти кинолентăсем тăрăх пӗлет. Тӗрлӗ амплуапа ӗçлекен О.Гаас вылянине сăнама интереслӗ.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев