Çемьепе суйлава хутшăнни лайăх
Михаил Виноградов политолог Тутарстан суйлав кампанине мӗнле ирттернине пăхса республика суйлав кунӗн паянхи вызовӗсене çӗнтрнине каларӗ. Сăлтавӗ çӗнӗ форматсем, тӗслӗхрен, «Суйлава — çемьепе» акци шутласа кăларни суйлавсенчен ывăннин, чăкăлтăш ӗçӗн эффектне чакарать. Кунтах ярмăрккăсем, концертсем йӗркелесе халăха эмоци парнеленине те асăнмалла.
«Петербургская политика» фонд ертӳçи, политолог Михаил Виноградов шучӗпе, Раççейри пӗрлехи суйлав кунӗн виçӗ вызов: пӗрремӗшӗ, суйлавсенчен ывăнса çитни, март уйăхӗнче кăна пысăк суйлав кампанийӗ хыççăн çынсен суйлава каяс килмест, иккӗмӗшӗ — канăçсăрлăх, социологи ыйтăвӗсем тăрăх, канăçсăррисем хальхи вăхăтра лăпкăллисенчен ытларах, власть рейтингӗ чакни те кунта кӗрет, виççӗмӗшӗ суйлавçă депутатсен те, хăй çак суйлава хутшăннин те кирлӗлӗхне курмасть.
Михаил Виноградов Тутарстан суйлав кампанине мӗнле ирттернине пăхса республика ку вызовсене çӗнтрнине каларӗ. Сăлтавӗ çӗнӗ форматсем, тӗслӗхрен, «Суйлава — çемьепе» акци суйлавсенчен ывăннин, чăкăлтăш ӗçӗн эффектне чакарнине палăртрӗ. Кунтах ярмăрккăсем, концертсем йӗркелесе эмоци парнеленине те асăнмалла.Çакă йăлтах суйлава интереслӗрех тăвать, пӗтӗмӗшле картинăна ăнланмаллăрах тăвать. Çынсем вӗт тӗрлӗрен пулаççӗ, камшăн-тăр суйлава каясси хăнăхнă йăла, уйрăмах аслă çултисемшӗн. Иккӗмӗшсемшӗн — эмоци, çамрăксемшӗн калăпăр, вӗсем влаçа лайк е дизлайк лартасшăнах каяççӗ. Виççӗмӗшӗсем — прогматиксем, вӗсем лайăх шутласа ятарласа влаçа е муниципалитета мухтама е хурлама каяççӗ. Кусем пурте суйлава хутшăнмалли мотивацисем. Кунта чи пӗлтерӗшли — пӗр мотивацие те сивлеменни, шăп çак сăлтавпах ӗнтӗ Тутарстанра суйлав участокне килекенсем нумай. Кунсăр пуçне республикăн опычӗ, çӗнӗлӗхӗсем те юлашки вырăнта мар.(Вероника Фадеева сăнăӳкерчюкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев