Çемьепе вулама кил
Çӗнӗ хыпарсем

Çемьепе вулама кил

Тутарстанăн наци библиотеки декабрӗн 13-мӗшӗнче «Новогодние семейные чтения вслух. Живая классика » акци ирттерет.

Программа анлă: кӗнеке клубӗн ларăвӗсем, литература произведенийӗсене сасăпа вуласси, моноспектакль тата концерт. Мероприяти ирхине 11:00 сехетре ача-пăча пӳлӗмӗнче «Мишкины книжки» клубăн ларăвӗпе пуçланать. Унта 3-5 çулсенчи ачасем Елена Ракитинан «Приключения новогодних игрушек» кӗнекин тӗнчипе паллашаççӗ.

12:00 сехетре «Читашки» клуб пайташӗсем Туве Янссонăн «Мумий-тролль» ярăмӗнчи «Ель» халапӗн тӗнчинче пулса кураççӗ. Çак икӗ тӗлпулăва та Наталья Бородина педагог ертсе пырать.

14:00 сехетре библиотекăн тӗрлӗ зонисенче Раççей тата ют çӗршыв çыравçисен произведенийӗсене сасăпа вулаççӗ.


общество

Нет комментариев