Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çемьесен хăйсен МФЦ

Çакăн пек центрсен тӗллевӗ — çемьесем валли меллӗ, усăллă сервиссем хута ярасси

Паян Чăваш Республикинчи Канаш хулинче Çемьесен нумай функциллӗ центрӗ (МФЦ) уçăлнă. Ку социаллă ыйтусене татса паракансен ӗçӗн çӗнӗ формачӗ. Çакăн пек центрсен тӗллевӗ — çемьесем валли меллӗ, усăллă сервиссем хута ярасси.

Кашни çемьене психологи пулăшăвне пама, канăвне йӗркелеме, вӗрентӳпе çыхăннă ыйтăвӗсеен татса пама пулăшаççӗ. Спорт, ачасене культура воспитанийӗ парасси, правопа çыхăннă ыйтусене уçăмлатасси — Çемьесен МФЦ пурне те пулăшма тăрăшать. Социаллă ӗçченсем тата çемьесемпе ӗçлекен специалистсем, психологсем, юрисконсультсем пулăшу парӗç çынсене. 


Канаш муниципаллă округ пуçлăхӗ Сергей Михайлов центр уçăлнă çӗрте пулнă, пухăннисене саламланă. «Канаш КЦСОН» бюджетлă учреждени директорӗ Наталья Михайловна Иванова Çемье МФЦпа паллаштарса экскурси ирттернӗ.


Декабрӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта та Çемье МФЦ ӗçлеме пуçланă. Пӗтӗмпе Чăваш Республикинче 32 центр хута ярасшăн. 2024 çул Раççейре Çемье çулталăкӗ, ума лартнă тӗллеве пурнăçлаççех тесе шутлать республика пуçлăхӗ Олег Николаев. 


Сăнӳкерчӗк kanach. cap. ru сайтран
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество