Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Центр 6-мӗш çуралнă кунне çемье фестивалӗ ирттерсе паллӑ тӑвать

Шӑматкун, сентябрӗн 28-мӗшӗнче «Приют Человека» ыркăмăллăх проект иртерекен «Фестиваль Добрых Дел» мероприяти 12:30 сехетре Хусанти Кивӗ Тутар слободинче пулать.

Мероприятие мэри, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсем тата бизнесменсем пулăшнипе ирттереççӗ. Йӗркелӳçӗсем пулăшакансемпе пулăшу кирлисене пӗр çӗре пуçтарасшăн. Фестивалӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – халăх хушшинче пулăшу парас текенсен  шутне ӳстересси. 

Фестиваль виçӗ зонăра иртет. Пӗрремӗшӗнче тутлă пловпа чейпе хăналӗç, шкулта вӗренекенсен ярмăрккине ирттерӗҫ. Кунтах ырӑлӑх карҫинккине те вырнаҫтараҫҫӗ. Кунта ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнса кӗрпепе ытти тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ илсе килсе хӑварма пулать.  Пулӑшу илсе килнисене купон параҫҫӗ. Иккӗмӗш зонӑра концерт курма май пулать. Кунтах йӗркелӳҫӗсем вылянтару ирттернине те пӗлтерчӗҫ. Виҫҫӗмӗш зонӑра ачасене аниматорсем, пуканесем кӗтеҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисене ку зонӑна тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Тӳлесе кӗнисене (100 тенке) вылянтарӑва хутшӑнма билет параҫҫӗ. 

Ҫапла ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнса хулара пурӑнакансем тата вӗсен хӑнисем парнеллӗ пулма пултараҫҫӗ. Парнесем шучӗ те 500 ҫитет. Вӗсене илме спонсорсемпе меценатсем пулӑшнӑ. 

«Приют Человека» коммерциллӗ мар автономлă организаци 2018 çултан пурнăçра йывăр лару-тăрăва лӗкнӗ çынсене пулăшать. Вӗсенчен 90 проценчӗ ватă çынсен пулсан, 10 проценчӗ – кил çуккисем. Фонд кашни кун 1700 çынна вӗри апатпа тивӗçтерет, кил ҫуккине ҫӗр каҫма, ҫӑвӑнма, медицина палӑшӑвӗ илме май туса парать. Приютӑн апат валеҫекен пунктсен шучӗ 30-ра ҫитнӗ. Вӗсенчен 10-шне Хусанта, 16 пункт республикӑра тата 4-шне Ульяновск облаҫӗпе Удмурт Республикинче уҫнӑ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Благотворительность