Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Центр ӗçӗ – халăх эткерне упрасси, аталантарасси

«Раççей Федерацийӗн 2025 çулхи халӑх пултарулӑхӗн Чи лайӑх çурчӗ (центрӗ)» ятпа ирттернӗ Пӗтӗм Раççейри смотр-конкурс çӗнтерӳçисене ноябрӗн 25-мӗшӗнче Мускавра чысланă.

ТР культура сферине çӗнӗлӗхсем кӗртессипе тата йӑла-йӗркесене упраса хӑварассипе ӗçлекен ресурс центрӗ («Таткультресурсцентр» ПБУ) Пӗтӗм Раççейри смотр-конкурсра çӗнтернӗ. «Информаци ӗçӗ-хӗлӗ» номинацире I степень лауреачӗ пулса тӑнă. Çак çӗнтерӳ центр командин пысӑк профессионализмне кăтартать.

Центрӑн ӗçӗ-хӗлӗ Тутарстан Республикинче пурӑнакан тӗп халӑхсен хӑйне евӗрлӗ культурине упраса хӑварма инноваци технологийӗсене ӗçе кӗртсе тата «Çемье» наци проекчӗн «Çемье хаклӑхӗсем тата культура инфраструктури» федераллӑ проекчӗпе «Çамрӑксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑçласси.

«Раççей Федерацийӗн 2025 çулхи халӑх пултарулӑхӗн Чи лайӑх çурчӗ (центрӗ)» ятпа ирттернӗ Пӗтӗм Раççейри смотр-конкурс çӗнтерӳçисене ноябрӗн 25-мӗшӗнче Мускавра чысланă. Смотра В.Д. Поленов ячӗллӗ Раççей патшалăх халăх творчествин çурчӗ (ГРДНТ РФ) федерллă округӗсенчи Халӑх пултарулӑхӗн çурчӗсен (центрӗсен) ассоциацийӗсемпе пӗрле йӗркеленӗ. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – халӑх пултарулӑхӗн тата пурлăхлă мар культура эткерӗн сферинчи регионти методика службисен малашлӑхлӑ опытне тупса палӑртса пӗтӗмлетесси.

Пӗтӗм Раççейри смотр-конкурс виçӗ номинацире иртнӗ: «Халӑх пултарулӑхӗн, материаллӑ мар культура еткерӗн жанрӗсене упраса аталантарасси»; «Вӗрентӳпе методика ӗçӗ-хӗлӗ»; «Информаци ӗçӗ-хӗлӗ».

Конкурсӑн пӗрремӗш турӗ федераллӑ округсенче 2025 çулхи февраль –сентябрь уйӑхӗсенче иртнӗ. Халӑх пултарулӑхӗн çурчӗсен центрӗсен регионти ассоциацийӗсенче йӗркеленӗ конкурс комиссийӗсем заявкӑсене хакланă, финалистсен йышне палӑртнă. Иккӗмӗш тапхӑрта финалистсен материалӗсене федераци эксперчӗсем хакланӑ.

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура