Çерем пăсса вир акрăм...
Республика Уявӗн шайӗнче чăваш çамрăкӗсен «Аталан» фестивалӗ кăçал та иртрӗ. Шучӗпе хальхи виççӗмӗш. Тутарстанăн тӗрлӗ районӗсемпе хулисенчен тата Самарпа Ульяновск облаçӗсенчен 12 – 25 çулсенчи 80 çамрăк хутшăнчӗ.
Проектăн ертӳçи, халăхсен культурин эксперчӗ Юлия Еремеева пӗлтернӗ тăрăх, кăçал фестивалӗн формачӗ урăхларах. Çавăнпа вӗсем Уявра сцена çинче мар, илемлӗ капăрлатнă интерактивлă вăйăсен площадкинче пулчӗç. Мӗншӗн тесен теми – халăх вăййисемпе çулталăк çаврăнăшӗнчен килекен уявсен йăли-йӗркисем. Сăмах май, «Аталан» фестиваль июнӗн 27-мӗшӗнчех Нурлатри «Килечек» ача-пăча пултарулăх центрӗнче пуçланчӗ. Программи яланхи пекех анлă: мастер-классем, лекцисем, квестсем, КВН.
Спикерсене ятарласа чӗннӗччӗ. Елена Уресметова (Ульяновск) «Хальхи чăваш тумӗн дизайнӗ» темипе мастер-класс кăтартрӗ. Урăхла каласан çамрăксене хăш чăваш тумне мӗнле тата хăçан тăхăнса çӳремеллине вӗрентрӗ кăна мар, пӗрле çӗнӗ костюмсем те шухăшласа кăларчӗç. Элтияр (Алексей Александров, Шупашкар) халăх вăййисене выляма вӗрентрӗ. Юлия Еремеева вара çулталăк çаврăнăшӗнчен килекен уявсемпе паллаштарса вӗсене юрланă юрăсемпе паллаштарчӗ.

«Аталан» фестивалӗн çамрăкӗсемсӗр Уявăн прологӗ кун пекех хитре пулаймастчӗ-тӗр. Тутарстан, Чăваш Ен лидерӗсене Рустам Миннихановпа Олег Николаева вӗсем «Çерем пăсса вир акрăм» вăййине выляттарса ачалăхне аса илтерчӗç. Халăха сывлăхпа тăнăçлăх, пуян тухăç пама ыйтса Çӗр тӗнӗлне çапаканнисен ушкăнӗнче те, никрутсен хушшинче те курма пулчӗ вӗсене.
– Нумай репетици, вăйă-кулă хушшинче эпир квест та йӗркелерӗмӗр. Хальхинче ăна чăваш халапӗсене халалларăмăр. Ачасем 5 ушкăна пайланса 5 станци ( Асамат кӗперне хывакан Асамат-паттăр, Чăвашсене Çурçӗр Кавказран Атăлçи тăрăхне илсе килекен Шурă кашкăр, Мучи, Амазонка, Уйăх çинчи хӗр) иртрӗç. Кашни сăнарӗ хăйпе çыхăннă темăпа ăмăрту йӗркелерӗ. Халапа пӗлнисӗр пуçне йăраланмалли, вӗрен айăнчен тухмалли, кӗвентепе витре йăтсе чупмалли тата ыттисем те пулчӗç.
Кун пек фестивальсем çав тери кирлӗ. Ачасем, уйрăмах пӗчӗккисем, халӗ чăвашла калаçсах каймаççӗ. Кунта вара: «Йăла-йӗркесене, халапсене пӗлме май килнӗшӗн савăнтăмăр, эпир пӗлмен те пирӗн йăла-йӗркесем çавăн пек иккенне, халапсене», – терӗç. Тӗрлӗ çӗрте пурăнакан ял-хула ачине çапла пӗрле хутшăнма май туса пани çав тери аван, – хак пачӗ спикер Алексей Александров фестивале.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев