Часах вакцина ялти ҫынсем патне те ҫитӗ
Путин хушнӑ хыҫҫӑн Тутарстанра массӑллӑ вакцинаци процесӗ хӑвӑртланнӑ
Февраль уйӑхӗсенче республикӑна вакцинӑн 190 пин дозине кӳмелле пулнӑ, анчах халӗ поставка калӑпӑшӗсем ӳсме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ.
"Тутарстан йышлӑ вакцинаци тапхӑрӗ ӗнтӗ тытӑннӑ. Эпир февральте тата 190 пин доза килессе кӗтетпӗр, анчах ӗнерхи информацине тата ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ задачӑсене кура, ҫак процесс хӑвӑртланать, вакцинаци калӑпӑшӗсем самай пысӑкрах пулаҫҫӗ. Республика хатӗр ", – тесе палӑртнӑ Галимова.
Вакцинацие кашни ҫын хӑй ирӗкӗпе тутарать. Ку чухне информацие ҫынсем патне ҫитересси влаҫсен тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать.
"Тутарстан Президенчӗ республикӑра пурӑнакансене вакцинаци ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарса пама хушнӑ", – тенӗ унӑн пресс-секретарӗ.
Республикӑна килсе пынӑ май, вакцинӑн хушма дозисене районсем тӑрӑх салатӗҫ. Ун чухне пысӑк хуласенче пурӑнакансен кӑна мар, вӗсенчен инҫетре вырнаҫнӑ ялсенче пурӑнакансен те вакцинаци тутарма май пулать.
Аса илтеретпӗр, ӗнер Владимир Путин коронавирусран йышлӑ вакцинаци тума хушнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев