Часах ҫынсене коронавирусран вакцинацилеме пуҫлаҫҫӗ
Вакцинацие пациент килӗшсен кӑна тӑваҫҫӗ
Сывлӑх сыхлав министерствинче Covid-19-тан массӑллӑ вакцинацие хӑҫан тума тытӑнассине пӗлтернӗ.
Пирӗн ҫӗршыв ҫыннисене коронавирус инфекцийӗнчен 2021 ҫулхи январь-феврӑль уйӑхӗсенче тума тытӑнаҫҫӗ. Теветкеллӗх ушкӑнӗнчи ҫынсене каҫал декабрьтех тӑвӗҫ.
"Вакцинацие пациент килӗшсен кӑна тӑваҫҫӗ. Хӑйкӑмӑллӑх принципне пӑхӑнмалла",– тесе палӑртнӑ Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко.
Теветкеллӗх ушкӑнӗсене медиксем, учительсем, комунхозра ӗҫлекенсем, ватӑсем, диабетпа, гипертонипе, мӑнтӑртаӗ аптӑпакансем кӗреҫҫӗ.
Мурашко сӑмахӗсемпе, ҫитес ҫул коронавирусран вакцигаци тунисен шучӗ пирӗн ҫӗршывра темиҫе теҫетке миллион ҫынна ҫитет.
Тутарстан Роспотребнадзорӑн пилотлӑ проектне хутшӑнать.
Пӗрремӗш проект – «ЭпиВакКорона» вакцинӑн регистраци хыҫҫӑнхи клиника тӗпчевӗсем. Клиника бази пек Хусанти 7-мӗш больницана суйласа илнӗ. ТР Роспотребндзор управленийӗн ертӳҫи Марина Патяшинӑн сӑмахӗсемпе тунтикун ыркӑмӑллӑхҫӑсене суйласа илме тытӑнаҫҫӗ, декабрьте вӗсене Ҫӗнӗ вакцинӑпа прививка тӑваҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев