Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧАТĂР СĂРТӖНЧИ УЯВ

Тутарстанри чи çӳллӗ сăрт – Азнакай районӗнчи Чатыр Тау кăçал та хăнасем пуçтарчӗ. Тӗрӗк халăхӗсен пултарулăхӗн «Чатăр тăвӗн уявӗ» утă уйăхӗн 16-мӗшӗнче 12-мӗш хут иртрӗ. 

Эпир кăçал сарлака тата тикӗсрех вырăна куçарнă уяв лаптăкне кашни сехетре çӳрекен автобуспа çитрӗмӗр. Унчченхи кансӗр те пӗчӗк парковка вырăнне пысăккине туса хунă. Курма халăх нумай пуçтарăнчӗ.

Çак тăрăхăн историне кăтартакан театр-тамашапа пуçланчӗ мероприяти. Икӗ сцена çинче таçтан-таçтан килнӗ 50 ансамбль тӗрӗк халăхӗсен юррисемпе савăнтарчӗç, вӗçкӗн çамрăксен ташшисем чуна çӗклерӗç. Районти Сабантуйсенче хăнăху илнӗ хастарсем тӗрӗк халăхӗсен пултарулăхне кăтартакан куравсем йӗркеленӗ. Вӗсемпе «Ача-пăча уçланки», «Истори уçланки», «Чак-чак уçланки», «Алшăлли уçланки» тата «Халăхсен туслăхӗн урамӗ» лаптăксенче паллашма пулчӗ.

Йывăçран эрешлесе тунă хапхаран кӗрсенех Çутă Кӳлӗ патварӗсен палаткинче чăваш апат-çимӗçӗ, тӗрленӗ алшăллисем, çăм-йӗтӗн авăрлакан кӗнчеле, çава туптакан сунтал тата хресчен пурнăçӗнче кирлӗ тӗрлӗ япаласем куç тӗлне пулаççӗ. Хăнасем чăваш сăрине тутанса пăхрӗç, наци тумтирӗ тăхăннă чăваш хӗрарăмӗсемпе пӗрле ташларӗç. Пирӗн «Нарспи» фольклор ансамблӗ сцена çине тухса çепӗç юрăсемпе савăнтарчӗ, диплома та тивӗçрӗ.

«Чатăр тăвӗн уявне» хаклă хăнасем – ТР Обществăлла палатин председателӗ Зиля Валеева, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем Рустам Мухамадеев, Тахир Хадеев тата ыттисем – хутшăнчӗç. Азнакай районӗн пуçлăхӗ Марсель Шайдуллин пурне те уявпа саламларӗ, хутшăнакансене тав турӗ. Уявран тулли кăмăлпа таврăнтăмăр.  

Ухтияр ИЛЮХИН.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев