Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш кӗнекине ӗне çимен, çимест те

Чăваш наци библиотекинче Чăваш кӗнекин кунӗ иртрӗ. Чăваш кӗнекине чыслакан уява пӗлтӗр çӗртме уйăхӗнче пуçласа ирттертӗмӗр. Ăнăçлă пуçланса кайнă куна кăçал та кӗнеке тусӗсемпе, вулавăш тата Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗн ӗçченӗсемпе пӗрле палăртрăмăр.

Чăваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ятпа Питӗрте Наукăсен академийӗн типографийӗнче 1769 çулта пичетленсе тухнă, вулакан патне çӗртме уйăхӗнче çитнӗ. Çак тӗпчев ӗçӗ пичетленсе тухнă пулăмпа тӳр килтерсе 2021 çулхи çӗртме уйăхӗн 9-мӗшӗнче Виталий Родионов тӗпчевçӗ «çавра сӗтелте» Чăваш кӗнекин кунне кашни çул палăртма сӗннӗ.

Уява Чăваш наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова уçрӗ. Вăл кӗнекене чыслани ырă пуçару пулнине палăртрӗ. Çавăн пекех наци литературипе библиографи пайӗн ертӳçи Галина Соловьева, Чăваш чӗлхипе литература учителӗсен регионсен хушшинчи ассоциацийӗн  председателӗ Геронтий Никифоров, Чăваш кӗнеке издательствин ача-пăча литературин пайӗн тӗп редакторӗ Ольга Федорова тата Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗн филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Ирина Кириллова тухса калаçрӗç. Калаçăва хутшăнакансем чăваш кӗнекин кун-çулӗ, аталанăвӗ, пуласлăхӗ çинче чарăнса тăчӗç, кӗнеке – пӗлӳ çăлкуçӗ, этемлӗх пӗлӗвӗн пуянлăхӗ пулнине палăртрӗç. Тепӗр çул Чăваш кӗнекин кунне анлăрах та чаплăрах ирттерме калаçса татăлчӗç кӗнеке тусӗсем. (Геронтий НИКИФОРОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев