Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш пики халăхсен парадне хутшăннă

Çакăн çинчен Ксения Романова хăйӗн Инстаграмри страницинче те пӗлтерет.

Паян Хусанти Горький паркӗнче Раççей Кунне уявланă май, халăхсен парачӗ иртнӗ. Унта вырăссем, белоруссем, чăвашсем тата ытти халăхсен представителӗсем хутшăннă. Халăх юррисене юрласа пырса, парада килнисем парк алăкӗ патӗнчен пуçласа тӗп сцена патне çити утнă. Пухăннисене ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева уяв ячӗпе саламланă. Ыттисемпе пӗрле авалхи юрăсен «Салам» ансамблӗ те пултарулăхне кăтартнă халăха. Чăваш çамрăкӗсен ятӗнчен парадра «Аталан» яш-кӗрӗмӗ хутшăннă. Вӗсен хушшинче «Чăваш пики -2016» титула çӗнсе илнӗ Ксения Романова та пулнă. Çакăн çинчен чăваш пики хăйӗн инстаграмри страницинче те пӗлтерет. 
Светлана Садыковапа Ксения Романова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день россии