Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш Республикикнче Чӑваш тӗррин кунне уявлаççӗ. Ку çӗнӗ уяв иккӗмӗш хут кăна иртет пулин те çынсем унпа питӗ кăсăкланни сисӗнет. Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав.
Уява хатӗрленсе Чăваш наци музейӗ «Эпӗ тата чăваш тӗрри» флешмоб ирттересси çинчен пӗлтернӗ, тесе хыпарлать «Чăваш халăх сайчӗ».
Тӗрӗ – халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и – кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур.
Флешмоба хутшӑнас тесен кашни ҫынах хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне (унта чӑваш тӗрри пулмалла) социаллă сетьре #ЯиЧувашскаяВышивка хэштегпа вырнаҫтарма пултарать. Музей ӗсченӗсем сӑнӳкерчӗксенчен коллаж хатӗрлесе учреждени сайтӗнче тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче вырнаҫтарӗҫ. Пуринсен ытла лайк пухнӑ автора музей парнепе хавхалантарӗ.
Нет комментариев