Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш юрри туристсене илӗртет

«Хура кӳлӗ» паркра иртекен фестивале чăваш этно-джаз юрăçи Вера Кожеманова хутшăнать. Хăй пӗлтернӗ тăрăх, ку концерта вăл ятарласа çӗнӗ юрăсем хатӗрленӗ.

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче Хусанти «Хура кӳлӗ» паркра Раççей халăхӗсен культурине халалланă «Халăхсен туслăх кунӗ» фестивалӗ пулать. Парк амфитеатрӗнче шăматкун тутарсен, марисен, мордвасен хальхи музыкипе паллашма пулӗ. Пирӗншӗн чи савăнăçли – унта Вера Кожеманова & jazz trio ушкăн хутшăнни. Вӗсем хула çыннисемпе туристсене пăлхар чӗлхи ушкăнне кӗрекен пӗртен пӗр чӗрӗ чӗлхепе – чăвашла юрласа кăтартӗç. Вера Кожеманова хăй пӗлтернӗ тăрăх, вӗсене хулари парксемпе скверсен дирекцийӗ чӗнсе илнӗ. Ушкăна  йӗркелӳçӗсем Хальхи искусствăсен галерейинче иртнӗ концертра асăрханă-мӗн. Питӗ килӗшнӗ. Чăваш юрă искусстви Хусанта тивӗçлӗ вырăн йышăнни питӗ пысăк çитӗнӳ. Ыран çанталăк ăшă пулмалла, концерта кайса курмаллах. 

Салават Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль