Чăваш Майни мӗншӗн çулсерен хир хапхине хупать?
Июлӗн 11-мӗшӗнче Чăваш Майнинче уява ăсатрӗç.Уявăн тӗп вырăнӗ клуб умӗнче, унта чылай юрă-кӗвӗ янăрарӗ. Малалла уяв хур кайăк карти пек карталанса ял тăрăх кайрӗ.
Июлӗн 11-мӗшӗнче Чăваш Майнинче уява ăсатрӗç. 3-мӗш класра вӗренекен ачасем те, «Шăнкăрав» фольклор ушкăнне çӳрекенскерсем, çитӗннисемпе пӗрле уяв картине тăчӗç. Чăваш Майнинче уяв йăли-йӗрки, юрри-ташши упранать-ха. Ку вăл культура ӗçченӗсен тăрăшăвӗнчен те килет. Ялта юрă ăстисем те чылай. Е.Егорова, О.Николаева, Д.Романова, Е.Инокентьева, М.Карпова, Н.Миронова, З.Игнатьева, Н.Чернова, Р.Горбунова тата Е.Бикулова уяв йăли-йӗркипе çамрăксене паллаштараççӗ.
Уявăн тӗп вырăнӗ клуб умӗнче, унта чылай юрă-кӗвӗ янăрарӗ. Малалла уяв хур кайăк карти пек карталанса ял тăрăх кайрӗ. Кашни урама çитсе карталанса юрларӗç. Уяв илемӗ ял çыннисене тыткăнларӗ, хапха умӗнче пăхса тăракансем те хутшăнса юрларӗç. А.Никоноров тата В.Егоров купăсçăсен илемлӗ кӗвви Кӗçӗн Çарăмсан тăрăх, Каринкке вăрманӗ урлă, ял-ял çийӗн ян кайрӗ. Малалла вылярӗç-кулчӗç, шывла вылярӗç, усал-тӗсел, чир-чӗр яла ан кӗтӗр тесе хир хапхине хупрӗç.
Уяв хӗрӗсем алла-аллăн çавтăнса урам кӗвви юрласа таврăнчӗç. Илемлӗ вӗт, чăваш чӗлхи, илемлӗ чăваш юрри, илемлӗ чăваш кӗпи, йăли-йӗрки. Чăваш тӗнчи – илем тӗнчи, çав илеме çамрăк ăрăва пӗчӗкрен юратма хăнăхтарасчӗ. Шкулсене, ача сачӗсене ача-пăча чăваш тумӗсем туянтарасчӗ, чăваш чӗлхипе калаçтарасчӗ. Илем тӗнчи чăваш чӗлхине юратма, ăна сыхласа хăварма пулăшӗ. (Лидия УГАХИНА. Чăваш Майни ялӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев