Ирӗклӗ кӗрешес енӗпе 2019 çулта Тӗнче чемпионки пулса тăнă Инна Тражукова хальхи вăхăтра Ульяновск облаçӗшӗн тата Дагестаншăн кӗрешет.
«Йăхташăмăр – РФ тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ», – тесе çырать Чӗмпӗрти «Канаш» хаçат.
Раççей Федерацийĕн спорт министрĕн Олег Матыцинăн Хушăвĕпе 2021 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Инна Вячеславовна Тражуковăна (ирĕклĕ кĕрешӳ) «Раççей тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ» хисеплӗ ята парса чысласси çинчен распоряжени тухнă.
Инна - пилĕк хутчен Раççей чемпионĕн, икĕ хутчен Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕн, тĕнче чемпионкин ячĕсене тивĕçнĕ мухтавлă пике. 2016 çулхи Олимп вăййисенче (Бразилири Рио-де-Жанейро) 5-мĕш вырăна тухрӗ вăл.
Ентешĕмĕре спортри хисеплĕ ята тивĕçнĕ ятпа хĕрӳллĕн саламлатпăр, малашне те çитĕнӳсем сунатпăр.
Эпир те хушăнатпăр çак саламсем патне.
Сӑнӳкерчӗксем И.Тражуковӑн социаллӑ сетӗнчи страницинчен
Нет комментариев