Чикӗ урлӑ каҫакансен тест иртмелле, унсӑрӑн штраф кӗтет
Штраф тӳлеме 90 кун парӑнать, тӳлемесен ҫынна урӑх чикӗ урлӑ каҫармасса пултараҫҫӗ
Раҫҫее килекен ҫынсен, таврӑнакан туристсен те, чикӗ урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн 3 кун хушшинче ӳтӗнче коронавирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеттерсе тест памалла. Анчах та ку ҫӗнӗ йӗркене пӑсакансем те пур иккен.
Республикӑри Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтерчӗ ҫакӑн ҫинчен паянхи пресс-конференцире.
Ҫырчаллинчи миравай сучӗ ӗнер пӗр гражданина ют ҫӗршывран таврӑнсан коронавирус тестне иртменшӗн 7,5 пин тенкӗлӗх штраф панӑ. Ку ҫакнашкал майпа закона пӑснӑшӑн патшалӑх палӑртнӑ яваплӑхӑн ҫур хакӗ кӑна-ха.
Любовь Авдонина сӑмахӗсемпе ун пек суд умне тӑмаллисем тата 16 ҫын пур.
Пӗтӗмӗшле илсе республикӑри санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ лӑпкӑ. Грипп эпидемийӗ сарӑлма пуҫламан-ха. Ҫак вӑхӑтра вакцина туса ӗлкӗрсен питӗ аван пулмалла.
Хальхи вӑхӑтра Хусанти метрон кашни станцийӗ умӗнче куҫса ҫӳрекен вакцинаци пункчӗсем лараҫҫӗ. Вӗсенче кунне 1000 яхӑн ҫын гриппран прививка тутарать. Ҫыннӑн хӑйӗнпе пӗрле паспорт пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев