Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чирлесе ӳкнӗ кашни çын тимлӗхре

Çӗпрел районӗнчи Ишлӗ-Матакра пурăнакансем ялти ФАП ӗçченӗсене, Надежда Николаевна Буланова фельдшерпа ФАП заведующине Ирина Владимировна Мердеевăна, кунне-çӗрне пăхмасăр пулăшăва килнӗшӗн, коронавирус чирне ялта хальлӗхе сарăлма паманшăн ырă сăмахсем каласа тав тăваççӗ.

Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗн фельдшерпа акушер пункчӗ пӗр кун та хупă тăмасть. Медицина ӗçченӗсем Ирина Владимировна Мердеевăпа Надежда Николаевна Буланова халăхпа талăкра 24 сехет çыхăнура. Матак тата Чăваш Ишлӗ ялӗсенчи 618 çыннăн сывлăхӗшӗн яваплă вӗсем. Шăпах çакăн чухлӗ çын пурăнать икӗ ялта, 38-шӗ тӗрлӗ ушкăн инваличӗ, 4-шӗ вырăнпа выртаканнисем. Коронавирус инфекцийӗ сарăлма тытăннăранпа медицина ӗçченӗсен ӗçӗ тата темиçе хут ӳсрӗ.

Ялти ФАПсен ӗçӗ нихăçан та сахал пулман-ха, мӗншӗн тесен чирлесе ӳкнӗ ял çынни чи малтан вӗсене чӗнет. Вырăнпа выртакансен, шала кайнă чирсемпе аптракансен сывлăхне ялан сăнаса тăмалла. Граждансене вакцинаци тăвасси те, инвалидсене патшалăх тӳлевсӗр паракан эмелсене районтан кӳресси те вӗсен тивӗçӗ.


– Коронавирус пандемийӗ пуçланнăранпа пирӗн çӗнӗ тивӗçсем хушăнчӗç. Чир сарăласран профилактика ӗçне активлă илсе пыратпăр, çынсене халăх йышлă пухăнакан вырăнсене питех каймалла маррине, лавккана, район больницине, ытти учрежденисене маскăсăр кӗмелле маррине тата коронавирусран вакцинаци тумаллине килӗрен çӳресех ăнлантаратпăр. Ку ӗçре пире ялти культура ӗçченӗсем те пулăшаççӗ, – пӗлтерет ФАП ертӳçи Ирина Владимировна.
Вăл каланă тăрăх, коронавирус чирӗпе чирлекеннисем пандеми пуçланнăранпа çак икӗ ялта пит нумаях пулман. Тьфу-тьфу, хальхи вăхăтра пӗр тӗслӗх те çук-ха. Районта вара коронавируспа чирлекенсем самай. Чăваш ялӗсенчен Чăваш Çӗпрелпе Çӗнӗ Йӗлмел ялӗсем малта. Сăмах май, республикăн оперативлă штабӗ пӗлтернӗ тăрăх, ӗнер чир ернӗ 176 çынран пӗри каллех Çӗпрел районӗнчен.
Профилактика мерисем пӗр куна та чарăнмаççӗ пулсан та, чир çавах сарăлать-ха. Çавăнпа ялсенчи медицина ӗçченӗсем чирленӗ кашни тӗслӗхе çирӗп тимлӗхе илеççӗ.  
– Коронавирус симптомӗ пуррисене тӳрех район больницине яратпăр. ОРВИ, грипп симптомӗллисене вара сиплев çырса паратпăр та 1-2 кун сăнатпăр. Сывлăхӗ мая каймарӗ пулсан, вӗсене те район больницине кайма хушатпăр, – тăсăлать малалла калаçу.
ФАП ертӳçи каланă тăрăх, Матакпа Чăваш Ишлӗ ялӗсенче хальхи вăхăта 221 çын коронавирусран вакцинаци тунă.
 – Çуллахи вăхăтра кашни 3 эрнерен вакцинаци иртрӗ. Кашнинчех 14-15 çын килетчӗ. Хальхи вăхăтра вара эрне урлă районтан тухтăр килет.  Кашнинче 30-40 çын вакцинаци тутарчӗ. Ноябрӗн 6-мӗшӗ валли хальлӗхе тепӗр 15 çын çырăнчӗ. Вӗсем ытларах 40 – 60  çултисем. Миçе çын вакцинаци иртме кăмăл тунине пăхса районти больницăна вакцина заказ паратпăр. Ял халăхӗн каламасăрах килес йăли пуррипе кашнинче вакцинăна ытларах кӳме ыйтатпăр. Ку вакцинăна пирӗн, ФАП ӗçченӗсен, тухтăрсăр тума юрамасть. Çавăнпа вакцинăна районти тухтăр илсе килет, вакцинаци иртме килӗшнӗ çыннăн сывлăхне пăхать, унтан хамăрах укол тăватпăр, – терӗ Ирина Владимировна ялта вакцинаци мӗнле пыни пирки.
Коронавирусран вакцинаци тунипе пӗрлех Матак ФАП ӗçченӗсем 149 çынна, вӗсенчен 51 ачана, грипран та вакцинаци тунă.
Хăрушă коронавирус чирӗ куллен юнашар çӳренӗ вăхăтра медицина ӗçченӗсем малти ретре, хăйсене хӗрхенмесӗр ыттисен пурнăçӗшӗн кӗрешеççӗ. Çакна пурнăçпа вилӗм хушшинче пулса курнисем кăна мар, кашни ăнланатпăр. Çӗре çити пуç тайса тав тăватпăр. Çӗпрел районӗнчи Ишлӗ-Матакра пурăнакансем те акă ялти ФАП ӗçченӗсене, Надежда Николаевна Буланова фельдшерпа (кунта 40 çул ӗçлет, вӗсенчен 35 çулне ФАП заведующийӗ пулнă) ФАП заведующине Ирина Владимировна Мердеевăна, кунне-çӗрне пăхмасăр пулăшăва килнӗшӗн, коронавирус чирне ялта хальлӗхе сарăлма паманшăн ырă сăмахсем каласа тав тăваççӗ. (И.Мердеева сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев