Врачсемпе медсестрасене чӑваш кукӑлӗсемпе сӑйланӑ
Паян, Раштав ячӗпе саламласа Чӗмпӗрти "Ниме" пӗрлешӳ Е.Л.Уресметова уйрӑм предпринимательпе пӗрле "Ырӑ ту" акци ирттернӗ. Чӗмпӗр чӑвашӗсем хулари тӗп больницан Ковид-центрӗнче ӗҫлекен медперсонала тӗрев панӑ. Йывӑр вӑхӑтра хӑйсем ҫине коронавируспа кӗрешес хӑрушӑ тивӗҫе илнӗскерсене Герман Мадюков ертсе пыракан общество организацийӗ чӑвашсен ятӗнчен тав тунӑ, халӑх апат-ҫимӗҫӗн кучченеҫӗсене панӑ.
Ҫакнашкал ыркӑмӑллӑх акцийӗсене "нимеҫӗсем" тепре те ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Нет комментариев