Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чи çывăххи «Сувар»

Кӗрхи хӗвеллӗ кунпа киленсе тротуарпа утнă май кам-тăр ятран чӗннипе çаврăнса пăхрăм. Почта алăкӗ урлă Марина Самандеева хаçат валеçекен чӗнет иккен, хаçат çырăнмаллине аса илтерет.

– Декада вăхăтӗнче, хаçат-журналсен хакӗсем кăшт чакнă чухне, çырăнса юлмалла, эсир яланах хастар пулаканччӗ, – тăсрӗ сăмахне.

Каланă – тунă. Çапла Упири çыхăну уйрăмне кӗрсе килӗшнӗ хаçата 2025 çул валли çырăнтăм та. Квитанцие çырса тултарсан алăранах  тыттарчӗ, эпӗ вара хавхаланса урама тухрăм. Çӗнӗ çулта та хаваспах вулăпăр çӗнӗ хыпарсене тăван хаçатăмăрта.

Кашни эрнекун «Сувар» хаçата чăтăмсăррăн кӗтетпӗр. Хаçат страницисем сăнӳкерчӗксемпе те пуян. Хаçатра тăрăшакансен пичет кăларăмӗ илемлӗ тухтăр тесе сахал мар вăй хума тивет, паллах.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсем пирки, волонтерсем пурнăçланакан ыркăмăллăх ӗçӗ-хӗлӗ çинчен те тăтăшах çырса тăраççӗ. Патриотизм теми паян питӗ пӗлтерӗшлӗ. ТР ЧНКА хыпарӗсемпе те паллашатпăр.

Тутарстанра пурăнакан кашни чăваш çемйин «Сувар» хаçата вуласа хамăр республикăра мӗн пулса иртнине пӗлмеллех. Халӗ интернет самани пулсан та, типографире пичетленнӗ хаçата курас, алла тытса вулас килет. Тӗрлӗ хаçат-журналсем çырăнса илсе вулатпăр. Чи çывăххи вара – «Сувар».

Çырăнтару малалла пырать, çырăнмасăр ан юлăр хамăр хаçата, тăвансем!
 
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: газета Сувар