Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чи лайăх çыракансене парнесĕр хăвармĕç

Апрелӗн 26-мӗшӗнче 12 сехетре Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пулнă ӗçсем çинчен Халăхсен хушшинчи истори диктантне çыратпăр.

Патшалăх Думин депутачӗ, Информаци политикин, информаци технологийӗсен тата çыхăну комитечӗн председателӗ Александр Евсеевич Хинштейн пуçарнипе 2019 çулта Аслă Çӗнтерӗве халалласа пӗрремӗш хут истори диктантне çырнă. Ун чухне ку акцие йӗркелекенсем правилисене те йăлт палăртса ӗлкӗрмен-ха. Анчах çӗнӗлӗхе халăх йышăннă — 2020 çултах диктанта хутшăнакансен йышӗ сисӗнмелле ӳснӗ. 

Çакăн çинчен тунтикун «Татар-информ» информаци агентствинче «Единая Россия» партин «Истори астăвăмӗ» проекчӗн регионти координаторӗ, ТР архив ӗçӗсемпе Патшалăх комитечӗн председателӗ Гульнара Габдрахманова каласа пачӗ. 

Пӗлтӗр Тутарстанра акцие 17 пин ытла çын хутшăннă. Кăçал йӗркелӳçӗсем сахалтан та 20 пин çын пуласса кӗтеççӗ. Хуласенче, районсен центрӗсенче, ялсенче — пӗтӗмпе 309 площадка хатӗрлеççӗ диктант çыракансем валли. Калас пулать, Хусанта Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра тӗп площадка пулать. Хусанти Патшалăх культура институтӗнче çынсем йышлăн пухăнасси куçкӗрет. Библиотекăсенче, ытти медиа вырăнсенче май пулӗ диктант çырма. Çав вăхăтрах хупă площадкăсем те ӗçлӗç, Хусанта вӗсем 16. Тӗслӗхрен, тар завочӗ, танк училищи. 

Диктант, каларăмăр ӗнтӗ, 12.00 сехетре пуçланать. Анчах площадка 10.00 сехетрех ӗçе тытăнать. Малтанах диктант çырас текенсем регистраци иртӗç, анкетăри ыйтусене хуравлӗç. Диктант çырма бланк парӗç вӗсене. 14 çултисен, аслăраххисен пӗрле паспорт илме манмалла мар. 14 çултан кӗçӗнреххисен çурални çинчен панă свидетельство пулмалла. Диктант çыракансен хура тӗслӗ гель-ручка пулмалла. Шариклă ручка, кăвак тӗслӗ çыраканни пулмалла мар. 

Кăçал та, 2023 çулти пекех, диктанта онлайн çырма пулать. Пӗлтӗр ку меслетпе усă куракансем пит нумайăн пулман — 3 пинрен кăна иртнӗ вӗсен шучӗ, кăçал çак цифра самай ӳсӗ. Кун пирки пире Гульнара Загариевна пӗлтерчӗ. Онлайн диктант çыракансен диктантпобеды. рф платформа çине кӗрсе маларах регистраци иртмелле, анкетăри ыйтусене хуравламалла. Диктанта онлайн та, оффлайн çыракансем те пӗрлех çырма пуçлаççӗ — 12 сехетре, 45 минута пырать вăл. 

Уçă площадкăсенче волонтерсем диктант çыракансене пулăшаççӗ. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, чи аслă çулти диктант çыракан 86 çулта пулни çинчен каласа пачӗ Г. Габдрахманова. 

2023 çулта 70 çӗршыв историллӗ диктант çырма хутшăннă (паллах, вӗсенче пурăнакан Раççей çыннисем пирки пырать сăмах). Кăçал 50 çӗршывра иртесси халех паллă. Диктантри ыйтусене пилӗк чӗлхене куçараççӗ — акăлчанла, французла, арабла, китайла, испанла. 2023 çулта диктант çыракан площадкăсен шучӗ тӗнчипе 21 пине çитнӗ, 1,9 миллион çын хутшăннă пӗтӗмпе. 2024 çулта та йышлăн хутшăнасса шанаççӗ йӗркелӳçӗсем. 

Диктант эпир халиччен хăнăхнă формăпа пулмасть. Тӗрӗсрех каласан вăл ППЭ ыйтăвӗсене аса илтерет пулӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă кашни ыйту çине тăватă тӗрлӗ хуравран тӗрӗссине суйласа илмелле. 45 минутра 25 ыйту çине хуравлама ӗлкӗрмелле. Ыйтусем Раççейре пулса иртнӗ ӗçсемпе çеç мар, СССРăн союзлă республикисемпе çыхăннисем те пур. Çаплах виçӗ ыйту диктант çыракан регионта пулса иртнӗ ӗçсем пирки пулать. 

Диктант çырма хутшăнасси кашнин хăйӗн ирӗкӗ. Гульнара Габдрахманова шучӗпе çырмаллах, мӗншӗн тесен ку пире аслă тăванăмăрсен паттăрлăхне манма памасть, вăхăт иртнӗ май 1941 — 1945 çулсенчи истори тапхăрӗнчи «вăрттăнлăх» пичетне илнӗ ӗçсем çинчен пӗлме май парать. Пӗр сумлă историк диктант çырма хутшăннине аса илчӗ спикер. Хăш-пӗр ыйтусем ăна та самай шухăшлаттарнă иккен. Çавăнпа Çӗнтерӳ диктантне çырма шикленмелле мар, хутшăнмалла тесе шутлатпăр эпир. Çӳлерех асăннă платформăн кӗрсе халех регистраци иртме юрать. Унта 2023 çулти Çӗнтерӳ диктанчӗн ыйтăвӗсемпе паллашма май пур. Хăвăра тӗрӗслесе илме, апрелӗн 26-мӗшӗччен тăван çӗршыв историйӗн хаяр тапхăрне аса илме вăхăт çителӗклех. 

Тата тепӗр саманта та палăртса хăварар — диктант çырса «питӗ лайăх» паллă илекенсене парнесем кӗтеççӗ. Гульнара Загариевна журналистсенчен пытарчӗ ку вăрттăнлăха, анчах парне сумӗпе пӗлтӗрхинчен кая пулмасса шантарчӗ. Сăмах май, пӗлтӗр çӗнтерӳçӗсене планшетсем парнеленӗ.
Чи пӗрремӗш хут 2019 çулта истори диктантне çырса çӗнтернӗ Булат Загретдинов Мускава Çӗнтерӳ парадне кайма тивӗçнӗ. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев