Чи лайăх студентсемпе аспирантсем ятарлă стипенди илсе тăрӗç
Раççейри 100 студент 20 пин тенкӗ тата 100 аспирант 30 пин тенкӗ РФ наукăпа аслă вӗрентӳ министерствин ятарлă стипендине илсе тăрӗç. Документа право информацийӗн федераллă порталӗнче пичетленӗ.
Сăмах «Математика, физика, хими, географи, геологи, экологи тата астрономи наукисем», «Инженери ӗçӗ, технологисемпе техника наукисем», «Сывлăх сыхлавӗпе медицина наукисем», «Ял хуçалăхӗпе ялхуçалăх наукисем», «Общество наукисем», «Вӗренӳпе педагогика наукисем», «Гуманитари наукисем», «Искусствăпа культура», «Патшалăх сыхлăхӗпе хăрушсăрлăхӗ. Çар наукисем» направленийӗсенче вӗренекен студентсем пирки пырать.
Ятарлă стипенди илес текен студентсен пысăк çитӗнӳсем (тӗслӗхрен, профильлӗ олимпиадăра çӗнтернӗ е призер пулнă, наука ӗçĕ пичетленӗ) пулмалла. Вӗсен çавăн пекех вӗренӳре «парăмсем» пулмалла мар, сессисенче «3» паллă пулмалла мар.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев