Вӗрентекенсен хушшинче ирттернӗ «Петӗр Хусанкай пултарулăхӗпе ирттернӗ чи лайăх урок» конкурс вӗçленчӗ
Çак кунсенче ятарлă комисси ӗçсене пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Эппин вӗсемпе сире те паллаштаратпăр.
I вырăн – Майя Леонидовна Назарова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел шкулӗ);
II вырăн – Алена Николаевна Торгашова (Теччӗ районӗ, Пухтел шкулӗ);
III вырăн – Ольга Михайловна Бахтинова (Пăва районӗ, Чăваш Киштек шкулӗ);
III вырăн – Надежда Александровна Шишкина (Çӗпрел районӗ, Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1 № шкул).
Çӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр! Редакци вӗсене кашнинех Диплом тата асăнмалăх парне парса чыслать. Эсир «Сувар» хаçатпа малашне те туслă çыхăну тытасса шансах тăратпăр.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗнче А.Торгашова
Редакци.
Нет комментариев