Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тукай премине чăваш ӳнерçине илме тăратнă

Поэт çуралнă кун культурăпа искусствăра пысăк çитӗнӳсем тунисене Г.Тукай ячӗллӗ преми парса чысласси 1958 çултанпах пырать. Чи пӗрремӗш лауреатсем респбликăри пурте пӗлекен, сума сăвакан, пултаруллă артистсем, композиторсемпе, хореографсем, поэт-писательсем пулнă.

Пӗрремӗш премие «Шурале» балета лартнă Фарид Яруллин тивӗçнӗ. Хореографа хавхалантарса 15 пин тенкӗ преми те панă ун чухне. Назиб Жиганов композитор, Ахмед Файзи писатель тата Нияз Даутов юрӗç – Тукай премийӗн пӗрремӗш лауреачӗсем. Халиччен 300 ытла культура, искусство ӗçченӗ Тукай премине тивӗçнӗ.

Кăçал премие илме тивӗç кандидатсен ячӗсем март вӗçленичченех паллă пулчӗç – кашни номинацире икшер-виçшер ят, пӗтӗмпе пилӗк номинаци.

Ытларикун Хусанти Габдулла Тукай музейӗнче кăçал Г.Тукай ячӗллӗ премие илме тăнă кандидатсемпе паллашрăмăр, ку йăлана çулран çул тытса пыраççӗ музей ӗçченӗсем.

Хумхануллă тӗлпулăва ТР Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Айрат Файзрахманов уçрӗ: «Кандидатсем хăйсемпе паллаштарса тунă ӗçӗсем çинчен каласа панă чух кăшт та иккӗленместӗн – Тукай премине çак çын илет. Тӗлпулу вӗçӗнче кандидатсем пурте премие тивӗççине ăнланса илетӗн. Чăннипе вара кашни номинацире чи пултаруллă, культурăпа искусствăна пысăк тӳпе кӗртнӗ   пӗрер çынна палăртӗç».

Калас пулать, кандидатсем чăнах та, пурте сумлă, вӗсен çитӗнӗвӗсене республика çеç мар, унăн тулашӗнче те пӗлеççӗ.

Театр искусствинче тунă çитӗнӳсемшӗн Г.Тукай премине илме «Заколдованный мальчик»  тата ытти балетсем лартнă Хусан  хореографи училищин творчество коллективне (Т.Шахнина, О.Бородина, В.Закамская, М.Мамин-Оглы, Т.Хантимирова)  Тутарстанăн хореографи искусствине упраса аталантарнишӗн преми илме тăратнă.

Ку номинацири тепӗр ушкăн та питӗ пултаруллă. Унăн «Казанга Тукай кайтакан» («Возвращение Тукая») постановкăшăн  пьеса авторне Резеда Зайниевана, режиссерне Айдар Заббарова, актерне Эмиль Талипова номинацие кӗртнӗ.

Литература облаçӗнче палăрнă пултаруллă писательсемпе поэтсенчен – Ильсияр Гарипова (Иксанова), Рафис Курбанов писатель тата Лилия Сираева пэтесса премишӗн «тупăшӗç».

Документлă фильмсем ӳкерессипе икӗ авторитетлă ят. ТР кинематографинче тахçанах ырă ят илнӗ Юрий Гвоздь кинооператор, ТР литературипе искусствинчи паллă çынсем çинчен документлă кино ӳкернӗшӗн Тукай премине илме тăратнă ăна.  Тепӗр кандидачӗ – А.Барыкин ертсе пыракан кинематографсен ушкăнӗ – О.Суров, Е.Кашинский, Д.Емельянов операторсем. Вӗсем СВО çинчен документлă фильмсен циклне ӳкернӗ. Çӗршыври нумай фестивальсене хутшăнса лауреат ятне илме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ ушкăн. Тукай премине илӗç-и? Кун çинчен эпир апрелӗн 25-мӗшӗнче пӗлӗпӗр.

Музыка искусствинчен преми илме тăратнă «Кара пулат» опера авторне Эльмир Низамова эпир пурте лайăх пӗлетпӗр. Вăл çамрăк, пултаруллă, тутар эстрадине аталантарассипе те нумай ӗçлет, классика жанрӗпе те пысăк ӗçсем тăвать.  Анчах Шамиль Ахметзянов ятне те халăх лайăх пӗлет. «Сорнай моны» тутар халăх юррисен альбомне çыраканни-çке вăл. Музыка облаçӗнчен, тен, «Татнефть» ПАО генеральнăй директорӗпе Наиль Магановпа унăн ӗç ушкăне сăнран пӗлсех каймастпăр пулӗ. Анчах вӗсене пархатарлă ӗçӗнчен пӗлетпӗр. Фестивальсенче тӗрӗксен Эльметрен кӳрсе килнӗ музыка инструменчӗсене шăпах вӗсем пайăн-пайăн тупса çӗнӗрен ăсталаççӗ-çке.

Ӳнер искусствинче виçӗ пултаруллă художника Тукай премине илме тăратнă. Рабис Саляхов, Рифкат Вахитов тата Владимир Акимов пулчӗç номинацире. Владимир Яковлевич «Мое чувашское Ендурайкино» тата «И снова о вечном» куравӗсем çинчен каласа пачӗ.

Картинăсенчи сăнарсем çинче чарăнса тăчӗ.  Ӳнер тата декоративлă прикладной искусство уйрăмӗн аслă наука сотрудникӗ, искусствоведени кандидачӗ Людмила Шкляева та микрофон умне тухрӗ. Владимир Акимовăн картинисен пахалăхӗ çинчен пулчӗç унăн хӗрӳллӗ сăмахӗсем. Ӳнерçӗн куравӗсем тарăн шухăшлă пулнине те, вăл хăйӗн ӗçӗнче тӗрлӗ мелсемпе ăста усă курнине те асăнчӗ Любовь Михайловна.

Ӳнерçӗ 1990-мӗш çулсен пуçламăшӗнчех хăйӗн ӗçӗсемпе мухтава тивӗçнӗ, куравӗсем те тӗрлӗ çӗрте (ют çӗршывсенче те) çине-çинех уçăлнă. Владимир Акимов ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçчен, ТР халăх художникӗ. 75 çул тултарнă тӗле Хусан Кремлӗнчи «Хазинэ» галерейăра йӗркеленӗ пысăк курав та чаплăн иртрӗ. Пирӗн йăхташ чăннипе тивӗç Г.Тукай премине.  Эпир кун пирки иккӗленместпӗр те. Лауреатсене палăртакан канаш мӗнле шутлть-ши? Çакна эпир апрелӗн 25-мӗшӗнче пӗлӗпӗр.

Кăçал Г.Тукай премине парса чыслас мешехене Хусанта поэт çуралнă кун мар, Арск районӗнчи Çӗнӗ Кырлай ялӗнче кун маларах ирттерме палăртнă.

Татаьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Тукай