Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çичӗ Камаз батарейка

Нумай пулмасть эпӗ батарейкăсен ăшӗнче питӗ сиенлӗ япаласем пурри çинчен пӗлтӗм: ртуть, тăхлан, кадмий тата ытти те

Малтанлăха эпӗ пирӗн килте миçе батарейка пуррине пӗлес терӗм. Телевизор пульчӗсенче, сехетсенче, давлени виçекен аппаратра – пурӗ 10 «кача пӳрне» тата 4 «шӗвӗр пӳрне» батарейкисем пур. Хăвачӗ пӗтсен усă курнă батарейкăна çӳпӗ-çапă витрине пăрахсан, ăна ытти мусорпа пӗрле полигона леçеççӗ. Унта вăл çӗре лекме пултарать. Çӗре лексен пӗр батарейка 20 тваткал метр таран тăпрана варлама пултарать. Таса мар тăпра ун çинче ӳсекен ӳсентăрансене наркăмăшлатать. Çапларах çут çанталăк варланса, юрăхсăра тухса пырать.

Ученăйсем шутласа хунă тăрăх, Раççейри кашни çын çулталăкне 8 батарейка усă курать. Енчен те çак хисепе Хусанта пурăнакансене кăна хутласан та пӗр грузовик чухлӗ сиенлӗ япала пуçтарăнать. Вӗсене тӗрӗс мар тирпейлесен, тавралăха тавăрайми сиен кӳрӗнме пултарать. Çав вăхăтра кирлӗ мар батарейкăсене ятарлă йышăну пункчӗсене леçсен, вӗсене иккӗмӗш пурнăç пама пулать.

Пирӗн 177-мӗш тата Тутарстанри ытти шкулсенче усă курнă батарейкăсене йышăнакан пунктсем пур. 2019 çултанпа республика шкулӗсем 73 тонна батарейкăсем пухнă. Ку вăл 7 Камаза кӗрекен хăрушă отход. Республикăри вӗренекенсем тăван çӗршыв тăприне унран хăтарма пулăшрӗç тесе шутлатăп.

Килти кирлӗ мар батарейкăсене пуçтарса шкула леçрӗм. Çавăн пекех эпӗ килтисене пурне те питани элеменчӗсене çӳпӗ-çапă витрине пăрахасран асăрхаттартăм, кӳршӗсене те каларăм. Халӗ вӗсем юрăхсăра тухнă батарейкăсене мана парӗç, эпӗ вӗсене утилизаци тăвакансене леçӗп6

Софья Малышева,

Хусанти 177-мӗш шкул, 5В клас вӗренекенӗ 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев