Цифра саманинчи суйлавçăсен прависем çинчен
Çулсерен иртекен «Атмосфера» Пӗтӗм Раççей конкурсӗнче Тутарстан студентки çӗнтернӗ
Раççей патшалăх правосуди университечӗн Хусанти филиалӗн студентки, ТР Тӗп суйлав комитечӗ (ЦИК) çумӗнчи Çамрăксен канашӗн сопредседателӗ Светлана Ефремова «Атмосфера» Пӗтӗм Раççей конкурсӗнче çӗнтернӗ. 89 субъектран 500 ытла çамрăк тӗпчевçӗ хутшăннă унта.
Çулсерен иртекен «Атмосфера» Пӗтӗм Раççей конкурсне РФ Тӗп суйлав комитечӗ (ЦИК) йӗркелет. РФ гражданӗсен суйлав правине хӳтӗлес, суйлавçăсен, суйлав кампанийӗсене йӗркелекенсен правопа политика культурине ӳстерес тӗллевпе ирттереççӗ ку мероприятие.
Светлана Ефремова тӗпчевӗсем суйлавра нейросетьсемпе усă курнă чух право ыйтăвӗсене тимлессипе тата цифра технологийӗсем хăвăрт аталаннă саманара РФ гражданӗсен суйлав прависене хӳтӗлессипе çыхăннă.
Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев