Çил-тăманлă çанталăка пула Тутарстанра федераллă трассăсене хупма тивнӗ
Япăх çанталăка пула паян, январӗн 19-мӗшӗнче, ирхине 7:10 сехетрен М-12 «Восток» трассăн Тутарстанри участокне хупнă, ун тăрăх вăхăтлăха нимӗнле транспорт та çӳремест. Çак сăлтавпах республикăн патшалăх автоинспекцийӗ автобуссемпе йывăр тиевлӗ машинăсем валли М-7 «Волга» трассăн Р-239. А-295, А-151 участокӗсене те хупнă. Кăшт маларах, 6:16 сехетре, М-12 трассăн 684-836 км участокӗнче (Канашран Шалие çити) автобуссемпе тиевлӗ машинăсен юхăмне чакарнине пӗлтернӗччӗ вӗсем.
«Волго-Вятскуправтодор» асăннă транспортсем валли вăйлă çил-тăмана пула Тутарстан федераллă трассăсен 5 участокне паян ирхине 5 сехетрен хупнине хыпарланине пӗлтерет РБК-Татарстан. Сăмах кунта М-7 «Волга» трассăн çак участокӗсем çинчен пырать:
Мускав — Владимир — Чулхула — Хусан — Ӗпхӳ участокӗн 735-мӗшӗнчен пуçласа 1166-мӗш км таран (çул тăршшӗ 426 км);
Ижевск тата Пермь хулисем патне кӗрекен 0-ран пуçласа 28+916 км таран (çул тăршшӗ 28,9 км);
Кирова кӗрекен 15+760-ран пуçласа 27,19 км таран (пӗтӗмпе 111,4 км);
Хусан эропортне каякан Р-239 участок, Хусантан 6,4 километр таран (çул тăршшӗ 6,4 км);
Р-239 участок Хусан — Оренбург — Акбулак — Казахстан Республикин чикки таран 10-мӗшӗнчен пуçласа 399 км таран (çул тăршшӗ 389 км);
Р-241 участок Пăва — Ульяновск 0-ран пуçласа 136 км таран (çул тăршшӗ 136 км);
А-295 Йошкар-Ола — Ешӗлвар участок 95-мӗшӗнчен 126 км таран (çул тăршшӗ 31 км);
А-151 Çӗрпӳ — Ульяновск участок 122-мӗшӗнчен 136 км таран (çул тăршшӗ 14 км).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев