Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чиперккесем, васкăр: «Сувар пики – 2023» конкурса заявкăсем йышăнас тапхăр вӗçленсе пырать

Хаклă вулакансем! «Сувар пики – 2023» конкурса заявкăсем йышăнас тапхăр вӗçлениччен нумай та вăхăт юлмарӗ. Аса илтеретпӗр: чиперккесенчен сăнӳкерчӗксемпе пултарулăх номерне кăтартакан видеороликсене мартăн 31-мӗшӗччен йышăнатпăр. Онлайн-сасăлав апрелӗн 3 – 7-мӗшӗсенче иртӗ.

Мӗн тумалла-ха конкурса хутшăнас тесен? 14 – 24 çулти пикесен анкета-заявкăна (ăна хаçатăн сайтӗнче положенипе пӗрле вырнаçтарнă. – Ред.) çырса тултармалла, чăвашла хăй çинчен каласа паракан кӗске видеовизитка (1 минутлăх) тата пултарулăх номерӗн видеороликне (1-2 минутлăх), икӗ сăнӳкерчӗк – портретли тата пӳ çӳллӗшпех ӳкерни (в полный рост) – хатӗрлемелле, çаксене пурне те «Сувар» редакцине  suvar@mail.ru электронлă адреспа е 89179076881 телефон номерӗ çине «Сувар пики – 2023» конкурса» тесе палăртса мессенджерсем урлă ярса памалла. «Сувар пики» титула илнӗ хӗр «Тутарстан Чăваш пики – 2023» конкурса хутшăнма тивӗçет (вăл апрелӗн 21-мӗшӗнче Хусанта иртет. – Ред.).

«Сувар пики – 2023» конкурсăн положенийӗпе suvargazeta.ru сайтра паллашма пултаратăр. Эппин, чăваш хӗрӗсем, васкăр, сиртен çак уйăх вӗçлениччен заявкăсем кӗтетпӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сувар пики – 2023