Чир суйлавран юлмалли сăлтав мар
Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пурăнакан Михил Юрьевич Кваков РФ Президентне район больницин палатинче сасăларӗ.
Суйлав умӗн темиçе кун маларах суккăр пырши çурăлнипе больницăна лекнӗскер, йывăр операци чăтса ирттерчӗ пулсан та суйлава хутшăнмасăр юласшăн пулмарӗ. Çӗршыв малашлăхӗшӗн сасăлатпăр-çке. Раççее çитес çулсенче кам ертсе пырасси пиртен кашнинчен килет. Çавăнпах ӗнтӗ хăйне çирӗплетнӗ 2696 номерлӗ суйлав участокӗн ӗçченӗсем ун патне Çарăмсан районӗн тӗп больницин палатине пырсах сасăлаттарчӗç. Хăйне кăна кичем ан пултăр тесе çывăх тăванӗсем, мăшăрӗ, амăшӗпе пӗртăванӗ те кунтах сасăлама шутланă.
Палăртса хăвармалла, Кваковсем районта паллă çынсем. Михаил Юрьевич харпăр предприниматель. Лидия Дмитриевна вара акă ӗнтӗ нумай çул Çарăмсан районӗн Чăваш наципе культура центрне ертсе пырать, Акрель ялӗн 2696 номерлӗ суйлав участокӗн председателӗ те вăл.
Кваковсем çӗршывăн чăн-чăн патриочӗсем, çавăнпа гражданла тивӗçе пурнăçласси вӗсемшӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ. «Чир суйлавран юлмалли сăлтав мар», — терӗç вӗсем хальхинче Раççей Президентне больница палатинче суйлама тивнишӗн пӗрре те йывăрланмасăр. (Кваковсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев