Чирлӗ ачана больницăна хуман
Хусанта тухтăрсен пулăшăвне кӗтсе илеймен 16 ача вилсе кайнă. Çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать.
16-ри ачан виллине тăванӗсем асăрханă. Мăйӗ тӗлӗнче шăнăр туртнипе аптранăскер, пӗр кун маларах Республикăри ача-пăча клиника больницине пулăшу ыйтса килнӗ пулнă вăл, чирӗ пурăнма, çывăрма кансӗрленине каланă, анчах ним хăрушшине курман тухтăрсем больницăра хăварман. Тӗрӗссипе, ача невролог патӗнче тахçанах учетра тăнă-ха, СВД тата ытти шала кайнă чирӗсем пулнă унăн. Шел, тухтăрсем пуç, мăй тата хырăм ыратни хăрушă патологи пулнине шута илмен. Ачана мӗншӗн пулăшманнин сăлтавӗсене прокуратура тата Сывлăх сыхлав министерстви тӗрӗслет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев