Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чирлекенсен шучĕ ӳсет

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра 212 çын хӗрлӗ шатрапа чирленӗ. Кун пирки «Татар информра» иртнӗ пресс-конференцире Роспотребнадзор Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ.

Ведомствăн даннăйӗсем тăрăх чирлекенсенчен 20 проценчӗ ют çĕршывра, 44 проценчӗ Раççейӗн ытти регионсенче пулнă хыççăн чирленӗ.

«Çивӗч лару-тăру пирӗн регионтан кăна мар, Раççейӗн ытти регионӗсенче те, ытти çӗршывсенче те. Айăпĕ кунта прививка тăвас мар текенсенче», — палăртнă Любовь Авдонина. 

Ведомствăн ӗçченӗсем хӗрлӗ шатрапа чирлекенсен шучӗ ӳснине прививка тăвас мар текенсен шучӗ ӳснипе çыхăнтараççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье