Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чистай ачисем экологи турнирӗнче ăмăртнă

Чистай районӗнче пуçласа «Зеленый патруль» экологи турнирӗ иртнӗ. Мероприятие «Чистые луга» патшалăх çутçанталăк заказникӗн ӗçченӗсем «Камалия» канупа аталану центрӗнче ирттернӗ.

Турнира хула шкулӗсенчен 6 команда хутшăннă. Вӗсен пӗлӗвне вара ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн, район Ӗçтăвкомӗн Вӗрентӳ управленийӗн тата «Движение Первых» Пӗтӗм Раççейри ачасемпе çамрăксен юхăмӗн ӗçченӗсем хакланă.

Хальхи ача-пăчапа çамрăксем тăван тавралăхпа çыхăннă çивӗч ыйтусене тимлӗхсӗр хăвармаççӗ, çавăнпа та ăс-тăн турнирне хаваспах хутшăнчӗç вӗсем. Вăйăсем пулăшнипе ăмăртăва хутшăнакан вӗренекенсем чӗрчунсем пирки нумай çӗннине пӗлчӗç, çыннăн тăван тавралăхри вырăнӗ пирки шухăша кайрӗç.

Командăпа ăмăртнă вăхăтра ачасем хăйсем çутçанталăк пирки еплерех лайăх пӗлнине кăтартрӗç – экологи викторинин ыйтăвӗсем çине тăрăшса, тулли хуравсем пачӗç. Çутçанталăк сыхлавӗн паллисене те пӗлеççӗ иккен вӗсем, вăрманпа çыхăннă тупмалли юмахсене те тӗшмӗртеççӗ, юмахсене те вулани куçкӗрет.

 

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин материалӗ тăрăх.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология