Чистай ачисем заказник ӗçченӗсемпе пӗрле амăшӗсем валли парне хатӗрленӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Чистай ачисем заказник ӗçченӗсемпе пӗрле амăшӗсем валли парне хатӗрленӗ

«Чистые луга» заказникăн ӗçченӗсем Чистай районӗнчи шкул ачисене чи çепӗç уяв — Анне кунӗ — тӗлне сюрпризсем хатӗрлеме пулăшнă, тесе пӗлтерет Тутарстан Республикин Биоресурссен комитечӗн пресс-служби. Вӗсем вӗренекенсемпе пӗрле карасран çурта ăсталанă, фоамиранран чӗре евӗрлӗ упаковка тунă тата эко-чей пухнă.

Карасран йăваласа тунă çурта экологи енчен таса, унран пыл шăрши кӗрет. Çурта ăсталанă чух шкул ачисем пӗр-пӗринпе канашла-канашла ӗçлерӗç, кашниех хăйӗн фантазине пурнăçа кӗртме тăрăшрӗ. 


Мастер-класс вăхăтӗнче ачасене аслисем чӗрчунсен тӗнчинчи чи лайăх аннесем — Латин Америкинчи шапа, кенгуру, коала, тӗлӗнмелле пысăк осьминог, аллигатор тата ыттисем — çинчен каласа пачӗç. 


Мероприяти вӗçӗнче концерт кăтартрӗç, хăйсен амăшӗсем çинчен каласа пачӗç. Унтан чи çывăх çыннисене хăйсен аллипе тунă парнесене пачӗç.

 

Сăнӳкерчӗксем Тутарстан Республикин Биоресурссен комитечӗн пресс-службин.


Нет комментариев