Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чистай тата Анат Кама епархийӗн çӗнӗ епископ

Вырăс Православи Чиркӗвӗн июль уйăхӗнче иртнӗ Сăваплă Синочӗн ларăвӗнче Чистай тата Анат Кама епархийӗн çӗнӗ епископне çирӗплетнӗ. Асăннă епархие халӗ Филарет епископ ертсе пырать. Унччен вăл Херсон тăрăхӗнчи Скадовск тата Алешки епархине ертсе пынă.

Филарет епископ 1973 çулхи сентябрӗн 19-мӗшӗнче Тверь облаçӗнче çуралнă. Тверьти патшалăх технологи университечӗн механикăпа технологи факультетне пӗтернӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтрах чиркӳ алтарникӗн тивӗçне пурнӑçланӑ. 1996 çулта ăна Мускаври Тӗн академийӗпе семинарийӗн экономика службине ӗçе илнӗ. Унтан Мускаври тӗн шкулӗсен экономӗн çумӗ пулнӑ.

Епископ Чистопольский Филарет

2005 çулта Мускаври тӗн семинарине, 2009 çулта Киеври тӗн академине пӗтернӗ, унта каярахпа вӗрентнӗ тата уйрӑмсенчен пӗрин заведующийӗн çумӗн должноçне йышӑннӑ. 2008 çулта Киеври тӗн шкулӗсен ректорӗ пулма çирӗплетнӗ, çавăн чухне Филарет ятпа манаха тухнӑ. 2012 çулта Тверь епархийӗн клирне куçнӑ, Тверьти Воскресенски кафедра соборӗн клирикӗ пулса тӑнӑ. Çав çулах Бежецкипе Весьегонски епископӗ пулма çирӗплетнӗ. 2024 çултан Скадовск епархине ертсе пынă.

Чистай тата Анат Кама епархийӗн унчченхи епископӗ Пахомий владыкăна ӗçлеме Новгород облаçне куçарнă. Халӗ вăл Боровичи тата Пестово епархине ертсе пырать.

 

Сăнӳкерчӗк Мускав Патриархачӗн официаллă сайтӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев