Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чистайри кадетсем хулан милицийӗн истори музейӗнче пулнă

Совет Союзӗн геройӗ С.Е.Кузьмин ячӗллӗ кадет шкулӗнче 5 класра вӗренекен Софья Салеева Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă «Движение первых» юхăм пуçарса янă конкурса хутшăнма шутланă. Хăйӗн мăн аслашшӗ çинчен тӗплӗнрех информаци тупас тесе вăл пӗрле вӗренекенсемпе хулари милици историйӗн музейне килнӗ.

Чистайри милици уйрăмӗнче Сергей Салеев 1940 çулта утлă милиционерта ӗçлеме пуçланă, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ăна 1941 çулта 4-мӗш сывлăшпа десант корпусне фронта чӗнсе илнӗ. Вăрçă витӗр тухсан орденсемпе медальсемпе тăван отделах таврăннă Сергей Ефимович, унта 1981 çулччен службăра тăнă.

Чистай милицийӗн истори музейӗнче кадетсене полици уйрăмӗн ветеранӗсемпе общество канашӗн пайташӗсем кӗтсе илнӗ. Музейре  ведомствăра тӗрлӗ вăхăтра ӗçленӗ ветерансен сăнӳкерчӗкӗсем, харпăр япалисем, докуменчӗсем упранаççӗ. Музейре вăрçă вăхăтӗн экспозицийӗ те уйрăм вырăн йышăнать. Аслă инспектор Эльвира Степанова çамрăк хăнасене Аслă вăрçăн тапхăрне халалланă стеллажсемпе паллаштарнă. Ачасем Сергей Салеевăн япалисем патӗнче уйрăмах чарăнса тăнă. Музейре унăн орденлă парад кителӗ, сăнӳкерчӗкӗсем, докуменчӗсем упранаççӗ. Вӗсен хушшинче ветеран сыхласа хăварнă «Красная Татария» хаçат та пур. Вăл 1945 çулта майăн 9-мӗшӗнче тухнă, унта «Об объявлении 9 мая праздником Победы» Президиум Указне пичетлесе кăларнă. Хаçата музее Сергей Салеевăн ывăлӗ Владимир Сергеевич килсе панă.

Софья хăйпе пӗр класра вӗренекенсене мăн аслашшӗ çинчен хăй мӗн пӗлнине каласа панă.  Экскурси вăхăтӗнче «Движение первых» юхăмăн пайташӗсем конкурс валли видеопа сăнӳкерчӗксем тунă.

Сăнӳкерчӗксем 16.мвд.рф сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2025 ГодЗащитникаОтечества 80-летие Великой Победы