Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çитес эрнере православи тӗнӗпе пурăнакансем Кăшарние (Крещение Господне) кӗтсе илеççӗ

Çак праçник Турă шыва кӗнипе çыхăннă. Пачăшкăсем тӗн уявӗн ăнлавне мӗнле ăнлантарсан та пиртен ытларахăшӗ ăна тӳртен ăнланать, чиркӗве каяс вырăнне вакка кайса е урăх майпа шыва кӗрет. Владыка, ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн, çак уявăн чăн пӗлтерӗшне? Православи çыннин мӗнле кӗтсе илмелле ăна. Мӗнле хатӗрленмелле?

— Çак праçникӗн чăн пӗлтерӗшӗ Турă курăннипе çыхăннă. Тӗрӗссипе Раштав та (Турă çурални), Кăшарни те пӗр пулăмах пӗлтерет — Турă тӗнчене килнине. Вăл Иисус çуралнинчен пуçланать те Христос Иоанн Креститель патне килнипе вӗçленет. Унччен вара ахаль çемьере этем-Турă пурăннине никам та пӗлмен. 


Иисус Иоанн патне 30 çулта чухне пынă. Мӗншӗн кайнă-ха вăл ун патне? Иоанн тавра тӗн пурнăçӗпе интересленекенсем пуçтарăннă пулнă. Вӗсем пӗрле кӗлтунă, типӗ тытнă, Иоанн Турă çинчен каланисене итленӗ. 


Христос Турăран килекен тӗрӗслӗхе шыракансем патне кайса хăйне кăтартнă. Христос Иордана шыва кӗме килсен Иоанн хумханнă питӗ. Епле-ха çылăхсăрскер çак йăлана иртме пултарать тесе. Христос вара Иорданра шыва кӗрсе тӗнчери мӗнпур çылăха хăй çине илсе çынсене çăлма йышăннă. 
Иорданра çăвăнса çылăхсенчен тасаласси хăнăхнă йăла пулнă иудейсен хушшинче. Иоанн вара çăвăнса тасалассине çылăхсенчен каçарттарассипе çыхăнтарнă. 


Тӗнпе пурăнаканăн кашни утăмӗ çылăхсене ăнланса илсе каçару илме ăнтăлнипе çыхăннă. Ăна вӗрентме çăмăл мар. Ку вăл йăла мар. Хăш-пӗри каçару илес тесе çавăн чухлӗ пуç çапмалла, çавăн чухлӗ çурта лартмалла, мӗн-тӗр çимелле тесе те ăнланать. Турăшăн урăххи кирлӗ — чунпа тасалса улшăнни. Енчен те совеçе е Турă саккунӗсене хирӗçлесе пурăнатăн пулсан çакăнтан хăтăлма тăрăшмалла. Çакă пулать те ӳкӗнсе каçарма ыйтни. 
Кăшарнире те çиччас вакка сикеп те çылăхран тасалап тени тӗрӗс мар. Тӗрӗслӗхшӗн каласа хăвармалла, Кăшарни шывӗ чăннипех асамлă, çак кун тӗнчери мӗнпур шыв-шур Турă хăвачӗпе тасалать. Шыва кӗресех тесен малтан чиркӗве кайса литургире тăни, çылăхсене каçарттарни вырăнлă. 
Шыва кӗресех тесен чару çук, ку харпăр кашнин йышăнăвӗ. Нумайăшӗшӗн чиркӳ пурнăçӗпе пурăнасси çакăн пек йăласенчен пуçланать. Вăл кăмăлпа çирӗпленме пулăшать. 


Мӗн тумалла-ха ялта чиркӳ çуккисен? Çурçӗр иртсен кил хуçи хӗрарăмӗ пусăран е çăлран шыв ăсса илме пултарать. Кăшарни шывӗ çулталăкӗпех ларса та пăсăлмасть. Анчах ку шыв çветтуй мар, уяв ячӗпе Кăшарни шывӗ пулать. Кăшарни шывне çветтуй тума чиркӳре ятарлă кӗлӗ вулаççӗ. 
Кăшарни шывӗ сăваплă, эпир, чăвашсем, тӗнӗ кӗнӗренпе ăна сума суса чи пысăк пархатар пек йышăнатпăр. Ӗлӗкрех кил хуçи хӗрарăмсем виçӗ кун кӗпе-йӗм çуман — Кăшарни умӗн, праçник кун тата праçник хыççăнхи кун. Варалас темен çветтуй шыва. Ку йăлана малалла та тытса пыни сăвап кăна кӳрӗ. 


Тепӗр хут аса илтерсе каласан, чунпа тасаласси шывран мар çылăхлине ăнланса унран тасалма ăнтăлнинчен килет. 
Христос Иордана килсе пире этем чӗлхипе Турă пиртен мӗн кӗтнине ăнлантарса панă. Турă шыва кӗрсе пире çул кăтартса панă. Акă мӗншӗн шыва кӗни урлă эпир тӗне кӗретпӗр. Хăй пурнăçӗнче кашни православи çынни пӗрре шыва кӗрет, хăшӗ ачалла, хăшӗ ӳсерехпе е тата каярах. 


Пурне те çывхарса килекен праçникпе саламлатăп, Турă пилӗ пуринпе те пултăр. 

 

Игнатий архиерей.


Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев