Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çитес вӗренӳ çулӗнчен Раççейре шкул ачисем обществознанипе пӗр кӗнекепе вӗренме тытăнаççӗ

Ку питӗ ырă хыпар. Историпе те, обществознанипе те пӗр кӗнекепе вӗрентессин кирлӗлӗхӗ пысăк. Историе кашни хăйне кирлӗ пек, фактсене улăштарса, суялатса çырни мӗн патне илсе çитернине пурте лайăх пӗлетпӗр. Граждан обществи çирӗп пултăр тесен ăна вӗрентӳрен пуçламалла.

2026 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа пӗтӗм Раççейӗпех 9-10-мӗш классем обществознанипе пӗр кӗнекепе вӗренме пуçлаççӗ. Урăхла каласан, пӗр программăпа, малашне тӗрлӗ учебниксем пулмӗç. Кун пирки РИА Новостие РФ Президенчӗн гуманитари сферинчи патшалӑх политикипе управлени референчӗ, историпе обществознанипе вӗрентӳ кӗнекисен пӗрлехи линейкин яваплӑ секретарӗ Владислав Кононов пӗлтернӗ.  11-мӗшсем валли вара обществознанипе çӗнӗ учебник 2027 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗр пулать.  

Историпе обществознани вӗрентекенӗсен конференцийӗнче Владислав Кононов çитес вӗренӳ çулӗ çакăн пек çӗнӗлӗхсемпе пуçланассине пӗлтернӗ. 11-мӗшсем кăна вӗренӗве кивӗ программăпа малалла тăсӗç. Черетлӗ вӗренӳ çулӗ валли вӗсем валли те хатӗр пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование