Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Чӗкеç» вӗçеве тухрӗ

Ноябрӗн 17-22-мӗшӗсенче Шупашкарта Вера Кузьмина ячӗллӗ I «Чӗкеç» Халăхсен хушшинчи наци театрӗсен фестивалӗ иртрӗ

Ноябрӗн 17-22-мӗшӗсенче Шупашкарта Вера Кузьмина ячӗллӗ I «Чӗкеç» Халăхсен хушшинчи наци театрӗсен фестивалӗ иртрӗ

К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче фестивалепӗтӗмлетсе церемони ирттерчӗç. Чăваш драма театрӗн тата Чăваш патшалăх пуканесен театрӗн сценисем çинче çак кунсенче Раççейри тата çывăх çӗршывсенчи çичӗ театр хăйсен спектаклӗсене кăтартнă. Фестиваль пынă ултă кунра 100 ытла артистăн пултарулăхне хаклама пултарчӗç шупашкарсем, 3000 пин ытла çын фестиваль спектаклӗсене çӳренӗ.

Çӗнтерӳçӗсене саламланă çӗре Чăваш Республикин пуçлăхӗ Олег Николаев хутшăннă. Вăл «Чӗкеçе» пынă театрсене тав тунă. Вера Кузьминана халалланă пӗрремӗш фестиваль ăнăçлă иртнипе кăмăллă юлнă Олег Алексеевич, малашне кашни икӗ çулта пӗрре йӗркелессине пӗлтернӗ сцена çинчен. «Раççей халăхӗсене искусство яланах пӗрлештернӗ, хавхалантарнă. Хальхинче те çапла пулчӗ, малашне те çаплах пулӗ», – тенӗ республика пуçлăхӗ церемоние уçса.

ЧР культура национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министрӗ Светлана Каликова фестиваль чăваш театрӗнче тӗрлӗ халăх чӗлхипе, культурипе паллашма май пани çинчен каланă. Çакăншăн вăл Шупашкара пуçтарăннă театр коллективӗсене,жюри пайташӗсене тата, паллах, йӗркелӳçӗсене – чăваш драма театрӗн илемлӗх ертӳçине Валерий Яковлева, директорӗпе Елена Николаевапа унăн командине тав тунă.   

Жюри председателӗ Екатерина Морозова (театровед, театр критикӗ, искусствоведени кандидачӗ, Раççейӗн Театр Искусствисен Институчӗн (ГИТИС) доценчӗ, «Школа Г. Г. Дадамяна» сцена искусствисен Аслă шкулӗн педагогӗ,  Патшалăх Искусствоведени институчӗн аслă наука ӗçченӗ, «Золотая маска» Наци театр премийӗн эксперчӗ), Айсылу Сагитова (театровед, театр критикӗ, искусствоведени кандидачӗ,  Загира Исмагилов ячӗллӗ Ӗпхӳ Патшалăх искусствăсен институӗнчи искусствăсен истори тата теори кафедрин доценчӗ) тата Ольга Тургай (ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ,  Писательсен союзӗн тата  РФ Журналистсен союзӗн пайташӗ, Çемен Элкер, Çеçпӗл Мишши, Марфа Трубина ячӗллӗ премисен лауреачӗ, «Чувашия» ГТРК радиовещани службин шеф-редакторӗ) фестивале пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене палăртнă.

Йӗркелӳçӗсене Екатерина Морозовăн сăмахӗсене илтме питӗ кăмăллă пулчӗ-тăр. Вăл Пӗрремӗш театр фестивалӗпе залра ларакансене çеç мар, пӗтӗм Чăваш Ене саламланă. Тӗрлӗ чӗлхепе, эстетика, стилистика, менталитет енчен уйрăлса тăракан театрсене Чăваш драма театрӗ пӗр çӗре пухма пултарнине палăртса ырларӗ жюри председателӗ. Чăнах та, пӗр эрне хальхи вăхăтри театр чӗлхине, хусканăвӗсене, шухăшлавне курма-итлеме-туйма пултарни куракансемшӗн парне пулнă-тăк, йӗркелӳçӗсемшӗн ăнăçу пулнă.

Жюрин ятарлă призне çаксем тивӗçнӗ:

Айсылу Гумерова, «Нур» Ӗпхӳ патшалăх тутар театрӗн «Фатима» спектаклӗнчи Хасиба ролӗшӗн;

Шовги Гусейнов, Азербайджан патшалăх çамрăксен театрӗн «Контрабас» (П. Зюскинд) спектаклӗнче пысăк ăсталăхпа вылянăшăн тата профессилле шанчăклăхшăн;

Крым тутарӗсен академи музыкăпа драма театрӗ, «Бахчисарайский фонтан» (А.С.Пушкин тăрăх Э.Эмир драми) спектакльте наци йăлисене асра юлмалла кăтартнăшăн.

«Чĕкеç» фестивалӗн çӗнтерӳçисем:

Айдар Заббаров  «Чи лайăх сценографи» номинацире, Галиасгар Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи драма театрӗн «Кӗл» (Коки Митани пьеси тăрăх)  спектаклӗ.

Антонина Антонова «Чи лайăх иккӗмӗш планри роль» номинацире,  М.Шкетан ячӗллӗ Мари наци драма театрӗн «Китайская бабушка» (А. Богачева) спектаклӗнчи Катерина Денисовна ролӗшӗн.

Чулпан Раянова «Чи лайăх хӗрарăм ролӗ» номинацире, «Нур» Ӗпхӳ патшалăх тутар театрӗн «Фатима» (З.Кадырова) спектаклӗнчи Фатима ролӗшӗн;

Эмиль Талипов тата Алмаз Бурганов  «Чи лайăх актер ансамблӗ» номинацире, Галиасгар Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи драма театрӗн «Кӗл» спектаклӗ.

Очир Такаев «Чи лайăх арçын ролӗ» номинацире Баатр Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗн (Калмăк Республики) «Чудесная планета» (К.Эрендженов) спектаклӗнчи Он ролӗшӗн.

К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрне «Пӗр уйăх çеç пӗрле» (И.Тургенев) спектакльте вырăс классикине наци сцени çинче пысăк ăсталăхпа кăтартнăшăн ятарлă приз панă.

 Айдар Заббаров «Чи лайăх режиссер» номинацире, Галиасгар Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи драма театрӗн «Кӗл» спектаклӗшӗн.

«Фатима» спектакль «Чи лайăх спектакль» номинацире, «Нур» Ӗпхӳ патшалăх тутар театрӗн спектаклӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль