Çӗлен сăхнă
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗлен сăхнă

Çырчалли тухтăрӗсем хура çӗлен сăхнă 12-ри хӗрачана çăлса хăварнă, тесе пӗлтерет ТР Сывлăх сыхлав министерстви.

Сад. Фото Оксаны Бердниковой.Ку ăнсăрт Агрыз районӗнче пулса иртнӗ. Хӗр­ача амăшне çурт çумӗнчи чечексене çум-курăк­ран тасатма пулăшнă. Сасартăк вăл алли пиçнӗ чухнехи пек ыратса кайнине туйнă, ăна çӗлен сăхса илнӗ. Хӗрачан пиччӗшӗ çӗлене телефон çине ӳкерсе илме ӗлкӗрнӗ (каярах тухтăрсене ку питӗ пулăшнă). Çӗленӗн наркăмăшлă шăлӗ ал лаппине суранлатнă, тепӗр шăлӗ перчетке çине тăрăннă. Хӗрачан алли чавса таран шыçса кайнă. Тӳрех больницăна илсе çитерни хӗрачан пурнăçне çăлса хăварнă. 

 


общество #Безопасность

Нет комментариев