Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗлен сăхнă тӗслӗхсем йышланнă

Иртнӗ канмалли икӗ кунра Хусанти 7-мӗш больницăна кăна 18 çын урине çӗлен сăхнипе пулăшу ыйтса килнӗ.

 ТР Сывлăх сыхлав министерствин токсикологӗ Алия Насибуллина «Комсомольская правда» хаçата пӗлтернӗ  тăрăх, Тутарстанра кун пек тӗслӗхсем юлашки вăхăтра йышланса пыраççӗ, мӗншӗн тесен шăрăха пула çӗленсем усалланма тытăнаççӗ. Уйрăмах пите, мăя сăхасран сыхланмаллине каланă вăл, мӗншӗн тесен çын вилме пултарать. Çавăнпа вăрмана каяс пулсан питӗ асăрхануллă пулмаллине токсиколог тепӗр хут аса илтерет.

 Пирӗн тăрăхра чи хăрушши – хура çӗлен. Вăл сăхсан сехетренех çынна япăх пулма тытăнать. Мӗн тумалла-ха? Чăн малтан çакна асра тытмалла: сăхнă вырăна хускатма тăрăшмасăр май пур таран хăвăртрах больницăна васкамалла. Шыв нумай ӗçмелле, çӗлен наркăмăшне шӗветсе организмран хăвăртрах кăларма кирлӗ ку. Сăхнă вырăнти юна çăварпа ӗмсе илме те, çыхма та, жгут хума та юрамасть. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество