Ӗçлес текен валли ялта ӗç тупăнать
Ял вăл ӗçчен çынпа илемлӗ. Ун пек çынсем ытларах пулсан ял пурăнать, аталанать. Ӗçлес текен валли ӗç те, майӗ те тупăнать. Ан ӳркен кăна. Республикăри районсенче ырă тӗслӗх паракансем нумай. Нурлат районӗнчи Якуркелӗнчи «Аграрий» тулли мар яваплăхлă обществăна ертсе пыракан Рашит Хамзин та пултаруллă ял ӗçченӗ. Нурлат районне ӗçпе кайсан вăл пире çул çине тухса кӗтсе илчӗ. Хуçалăх ӗçне Рашит Рафикович общество йӗркеленсе кайнăранпа, 2015 çултан пуçласа, илсе пырать.
Эпир пынă вăхăтра ял хуçалăх организацийӗнче выльăх апатне хатӗрлес ӗç хӗрсе пыратчӗ. Рашит Рафикович сăмахӗсемпе, çӗр пайӗсем вӗсен пурӗ те 1000 гектар, çав шутран 500-ӗнче шăпах выльăх апачӗ валли курăк тавраш ӳстереççӗ. Хӗллене пӗр пуç выльăх шутне кунта 17 тӗрлӗ апат единици хатӗрлесе хунă. Çитме тивӗç.
«Аграрий» хуçалăхра пурӗ 500 яхăн мăйракаллă шултра выльăх шутланать, вӗсенчен 185-шӗ сăвăнакан ӗне. Сӗтне Хусанти сӗт завочӗсене ăсатаççӗ.
– Сӗтӗн пӗр литрне 25 тенкӗпе сутатпăр. Лавккара виç хут хаклăрах. Кӳрентерет те ӗнтӗ, анчах эпир нимӗн те тăваймастпăр çакна хирӗç. Уйăхне 2 миллион тенке яхăн тупăш илетпӗр сӗтрен, – тет хуçалăх ертӳçи. Производство тăкакӗсене шута илсен тупăш пысăках та мар.
«Аграрий» хуçалăхра 35 çын ӗçлет паян, ӗç укçин вăтам калăпăшӗ 23 пин тенкӗ. Халиччен ӗç укçине тытса тăни пулман. Ертӳçӗн сăмахӗсемпе, ӗçлекенсем уйăх варринче аванс, вӗçӗнче шалу илеççӗ. Кӳршӗрен ӗçе çӳрекен çук, пӗтӗмпех якуркелсем тăрăшаççӗ.
Хуçалăх ӗçӗнчи чи пысăк çитменлӗх вăл – çӗр сахалли. Рашит Хамзин каланă тăрăх, пӗр гектар пуçне 37 пуç выльăх тивет. Çавна май мӗн акса ӳстерни выльăх-чӗрлӗхе хӗл каçарма кăна çитет, сутмалăх нимӗн те юлмасть.
Ял хуçалăх техники хальлӗхе çитсе пырать. «Аграрий» тулли мар яваплăхлă обществăн 5 трактор, пӗтӗмпе 3 комбайн, иккӗшӗпе выльăх апачӗ пуçтарма усă кураççӗ, тепринпе тырпул выраççӗ.
– Капла пирӗн татса парайман проблемăсем çук. Укçа-тенкӗ енчен пит мухтанмалли çук пулин те ӳкӗнни те çылăх. Пире ытлă-çитлӗ хуçалăх вырăнне хурса хаклаççӗ. Тав Турра, патшалăх та тимлӗхсӗр хăвармасть. Сӗт енӗпе, çӗре удобренипе тутăлантарма субсиди уйăраççӗ, – тет Рашит Рафикович.
Малашне ӳсӗм пултăр тесен, паллах, паянхи кунран юлса пымасăр ӗçе çӗнӗлӗхсем те кӗртмелле. Нурлата Мускавран ял хуçалăх специалисчӗсем килсе кайнă хыççăн ертӳçӗ «Маркетплейс» электронлă суту-илӳ площадкине кӗме шухăшлать.
– Кӳршӗ районти ялта сӗт завочӗ пур, вӗсем кунне 100-120 пин литр сӗте тирпейлес хăватлăхпа ӗçлеççӗ. Çывăх вăхăтра вӗсем пирӗнпе ӗçлессипе çуккине хуравлама тивӗç. Электронлă суту-илӗве кӗмеллех ӗнтӗ. Унти конкуренцие кура, тен, малашне сӗте пысăкрах хакпа сутма пулӗ. Калăпăр, литрне 33 тенкӗпе сутса та юрласа пурăнма пулать, чи малтан ӗçлекенсен шалăвне ӳстерӗттӗмӗр вара, – ӗмӗтленет хуçалăх ертӳçи.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев