Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗлпӗр тӗсӗ йыттине килӗшменнипе çăхав çырнă

Шаннă чечек çыххишӗн укçа мӗнле тавăрмалла, парне карттин срокӗ пур-и, кинотеатра хамăр апат-çимӗçпе кӗме юрать-и? Тутарстанри потребитель рынокӗнче продукципе услугăсен пахалăхӗпе хăрушсăрлăхӗн ытти ыйтăвӗсене Пӗтӗм тӗнчери потребительсен правине хӳтӗлемелли кунӗ тӗлне «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире хурав пачӗç.

2024 çулта Роспотребнадзорăн Тутарстан Республикинчи управленине республикăра пурăнакансенчен 19 пине яхăн обращени килнӗ. Çулсерен ку цифра пысăкланса кăна пырать.

«Пӗлтӗр пирӗн пата «Эдэкс» компанин клиенчӗсенчен нумай жалобăсем килме пуçларӗç. Вӗсем Иннополисри Urban онлайн-университетпа унта вӗренме договор тунă. Алă пуснă хыççăн договорăн условисем улшăннипе клиентсем ăна пăрахăçлама шутланă. Анчах университет çыхăнăва тухма пăрахнă», – пӗлтерчӗ ТР Потребительсен прависене тата çын ырлăхне сыхлас енӗпе ӗçлекен федераци службин управленийӗн ертӳçин çумӗ Юлия Булатова.

Спикер ку енӗпе хӗрӳ лини ӗçленине те каласа хăварчӗ. Ун урлă çыхăнăва тухнисене 4 миллион тенкӗ тавăрса панă. Йӗркене пăснă организаци вара 87 миллион ытла тенкӗ тавăрса панă. Юлия Булатова каланă тăрăх, кăçал та вӗренӳ заведенийӗ каллех çыхăнăва тухма пăрахнă. Роспотребнадзор айăплисене хирӗç каллех уголовлă ӗç пуçарма ыйтнă.

Пресс-конференцире уйрăм тимлӗх чӗрӗ чечексене пулчӗ. Пуш уйăхӗн 8-мӗшӗ хыççăн Роспотребнадзора чечек çыххин пахалăхӗпе кăмăлсăрланнă çынсенчен обращенисем килнӗ.

«Потребителӗн сăлтавсăрах чечек çыххине каялла тавăрма ирӗк çук. Сутуçă е курьер айăпӗпе унăн пахалăхӗ япăхланни кăна вӗсен яваплăхӗ. Эсир кивелнӗ, шаннă чечек çыххи илтӗр пулсан, сутакана претензи çырмалла. Енчен те вăл вунă кун хушшинче сире хурав памасан, çак претензипе суда кайма юрать», – терӗ Юлия Булатова.

Спикер хушса каланă тăрăх, ку чухне чек суту-илӳ договорӗ пулса тăрать. Çавăн пекех букетăн хакне ӳстерсе сутсан та унăн ӳстернӗ хакне каялла тавăрма май пур.

Юлашки вăхăтра Роспотребнадзора парне карттисемпе сертификатсем пирки ыйтусем киле пуçланă. Парне сертификачӗ малашне тавар туянма е услуга илме ирӗк парать. Ведомство ăнлантарса панă тăрăх, ку карттăсемпе сертификатсемпе усă курас вăхăта палăртма юрамасть. Раççей Аслă сучӗ те вӗсемпе килӗшет. Роспотребнадзор искпа тухсан «Золотое яблоко» лаввкасем хăйсен правилисене те улăштарнă. Халӗ карттăн срокӗ тухасран пăшăрханмалли çук.

Шел те, çынсем хăйсен прависене мӗнле хӳтӗлемеллине час-часах пӗлмеççӗ. Анлă сарăлнă йăнăшсем çинчен Патшалăх алкоголь инспекцийӗн шалти рынок аталанăвӗпе координаци уйрăмӗн пуçлăхӗ Розалия Махмутовна Арсланова каласа пачӗ.

Тӗслӗхрен, çынсем юсав бригадине тара тытаççӗ, лешсем вара пахалăхсăр ӗçлеççӗ е калаçса татăлнă тапхăра пăхăнмаççӗ. Хăш чухне фирма укçа-тенке илсен çухалать. Çынсем договор тумаллине манаççӗ.

Кулăшла самантсем те пулаççӗ. Нумаях пулмасть вӗсем патне йытă хуçи килнӗ. Вăл уçăлса çӳреме чӗлпӗр туяннă, анчах унăн тӗсӗ йытта килӗшмен пек туйăннă хуççине. Ку чухне тавара каялла илменни çинчен аса илтерчӗ спикер.

Потребитель прависен контролӗпе ӗçлекен органсем судра виççӗмӗш ен пек те хутшăнаççӗ. Спикер суд тӗпчевӗ çинчен каласа пачӗ: гаранти вăхăтӗнче иномарка аварие лексен хăрушсăрлăх минтерӗсем ӗçлеменнипе водитель шар курнă, виççӗмӗш группăри инвалид пулса тăнă. Тавăç паракан (истец) автомобиле улăштарма е договора чарма ыйтнă. Дилерпа тавлашу çулталăка яхăн пынă пулсан та, укçине каялла тавăрса панă.

Элмет çынни кинотеатра хăйӗн апат-çимӗçӗпе кайнă. Кинозала ăна администраци кӗртме килӗшмен. Роспотребнадзор ăнлантарнă тăрăх, обществăлла йӗркене пăссан е пурлăха сиен кӳрсен кăна зала кӗртмессе пултараççӗ. Урăхла условисем çук. Администраци йăнăш туни паллă.

Лаввкасенче туяннă тум-тире 14 кун хушшинче кăштах усă курнă хыççăн каялла тавăрса памалли практика йăлана кӗчӗ. Кун пек чухне сутуçăсене тумтире тăхăнманнипе тăхăннине тимлӗн пăхма сӗнет спикер.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: роспотребнадзор потребитель защита прав