Çӗмӗртлӗре тăвакан чиркӗвӗн куполӗсемпе хӗресӗсене светить турӗç
Малалла тумалли ӗçсем тата та нумай-ха: чӳречесемпе алăксем лартмалла, ăшă кӗртмелле, шалтан хăтлăх кӳмелле, чиркӳре кирлӗ япаласем туянмалла... Çак ӗçсене хăçан туса пӗтересси, паллах, укçа-тенкӗрен килет. Ăна вара халăх хăй пуçтарать. Майпа усă курса Емелькино ял хутлăхӗнче пурăнакансене, çак ялсенче çуралса ӳснӗ, анчах халӗ тӗрлӗ çӗрте тӗпленнӗ ентешсене камăн мӗн чухлӗ май пур, чиркӗве туса пӗтермешкӗн пулăшма чӗнсе калас килет.
Иртнӗ вырсарникун Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче питӗ пысăк уяв пулчӗ: кунта тăвакан Николай Чудотворец ячӗллӗ чиркӗвӗн куполӗсемпе хӗресӗсене светить туса храм тăрне вырнаçтарчӗç.
Каласа хăвармалла, ку тăрăхра нихăçан та чиркӳ пулман. Емелькино ял хутлăхне кӗрекен ялсемшӗн чи çывăхри чиркӳ вăл Вырăс Киреметӗнчи е Аксури. Унта çитме вара 18 — 25 километр каймалла. Машина пур çынсемшӗн чăрмав мар-ха аякри чиркӗве çитесси, инçете тухса çӳреймен ватăсемшӗн вара — нуша.
Шутланă-шутланă та çӗмӗртлӗсем 2017 çулта Аксу районӗнчи чиркӳсен благочиннăйӗпе Александр аттепе канашласа ялти пушă тăракан кивӗ клубра кӗлӗ çурчӗ уçнă. Çапла Аксуран пачăшкă килсе уйăхне темиçе хутчен кӗлӗсем ирттернӗ кунта. Таврари ялсенчен те халăх йышлăн çӳреме пуçланă кӗлле. Çапах та çӗмӗртлӗсен ялта чиркӳ туса лартас ӗмӗчӗ манăçа тухма мар, вăйланса çеç пынă. Никамшăн та вăрттăнлăх мар: чиркӳ тăвасси хака ларакан ӗç — укçа-тенкӗ питӗ нумай кирлӗ. Ӗçе йӗркелесе ертсе пыракан та пулмаллах. Телее, Çӗмӗртлӗре пур кун пек маттур çынсем.
Чиркӳ тăвас ӗçе виçӗ çул каялла Александр атте ертсе пынипе тытăннă — укçа-тенкӗ пухма пуçланă, пулас чиркӗвӗн проектне хатӗрленӗ, стойматериал туяннă. Палăртса хăвармалла: ку чиркӗве йăлтах халăх вăйӗпе тăваççӗ, районтан та, ытти çӗртен те пӗр пус та укçа уйăрман. Укçа-тенкӗ çӗмӗртлӗсемсӗр пуçне кӳршӗллӗ Емелькинăра, Çӗньялта тата Унтакшăра, çак ялсенче çуралса ӳссе халӗ тӗрлӗ çӗрте пурăнакансем куллен параççӗ. Строительство ӗçӗсене те тӗпрен илсен ял çыннисемех хутшăнаççӗ. Ӗçе йӗркелесе ертсе пыраканни, паллах, Александр атте. Унсăр пуçне тав сăмахне пуринчен ытла Çӗмӗртлӗре çуралса ӳснӗ, халӗ Çырчаллинче пурăнакан Евгений Семенович Кононов предприниматель тивӗçлӗ: укçа пухас, строительство материалӗсене туянас, кирлӗ чух профессиллӗ строительсене илсе килес, техника тупас ӗçсене шăпах вăл йӗркелет нумай чухне. Ялта пурăнакан Юрий Александрович Иванов та ку енӗпе тав сăмахне тивӗç — нумай ыйтăва татса парать вăл. Кăçал çуркунне юр кайса пӗтнӗренпе питӗ нумай ӗç турӗç храм тăвакансем: çурта купаласа, хӗле кӗриччен тăррине витсе лартрӗç. Ӗçлекенсене апатлантарассине Çӗмӗртлӗре пурăнакан Татьяна Иванова, Галина Трофимова, Вера Иванова тата Лидия Федотова йӗркелесе пыраççӗ.
Декабрӗн 10-мӗшне çӗмӗртлӗсем чăтăмсăррăн кӗтрӗç. Иртнӗ вырсарникун кунта Николай Чудотворец храмӗн куполӗсемпе хӗресӗсене светить тума Чистай тата Анат Кама епископӗ Пахомий хăй килчӗ. Кун çав тери сивӗ пулнине пăхмасăр Çӗмӗртлӗре халăх питӗ нумай пухăнчӗ — тавра ялсенчен те йышлăн килнӗ, район центрӗнчен те. Историе кӗрсе юлмалли пулăм-çке-ха ку, тахçантанпа кӗтнӗ ăна кунти çынсем. Хăнасене çăкăр-тăварпа, Емелькинăри Культура çурчӗн тӗрӗллӗ чăваш кӗпипе хушпу тăхăннă артисчӗсем юрăпа кӗтсе илчӗç. Владыка кӗлӗ вуласа куполсемпе хӗрессене светить тунă чух пурте шăппăн итлесе тăчӗç. Унтан Чистай тата Анат Кама епископӗ сăмах каларӗ:
— Паян пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулăмпа палăрса юлӗ — Çӗмӗртлӗре тăвакан Николай Святитель храмӗн куполӗсемпе хӗресӗсене светить турăмăр. Çак пулăм ял историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлӗ. Храм вăл — кӗлӗ тумалли вырăн, купол — Христос вилӗме çӗнтернин палли. Çавăнпа та кунта эпир пӗрле савăнма пуçтарăннă. Тепӗр пысăк кӗлӗ кунта храма туса пӗтерсен ирттерӗпӗр — чиркӗве светить тăвăпăр. Эпӗ кунта пурăнакансене пурне те саламлатăп, сирӗнпе пӗрле савăнатăп, сирӗншӗн кӗлтăватăп. Çак пулăм Турра ӗненекенсене вăй парса тăтăр, çак чиркӳ тӗлӗнчен иртсе пынă чух кашниех куполсемпе хӗрессем çине пăхса çак ялăн, пӗтӗм Раççейӗн хутне кӗрекенӗ тата хӳтӗлекенӗ пулса тăракан Николай Чудотвореца хисеплесе мухтатăр, — терӗ.
Владыка тăрăшса ӗçленӗшӗн пурне те чӗререн тав турӗ, округăн благочиннăйне Александр аттене тата ӗненекенсене Турă пулăшса пытăр тесе сунчӗ.
Унтан строительсем куполсемпе хӗрессене чиркӳ тăррине вырнаçтарса лартрӗç. Халӗ вӗсем таçтан аякран илемлӗн йăлтăртатса курăнса лараççӗ. Нихçан чиркӳ пулман ял çыннисемшӗн калама çук пысăк савăнăç ку пулăм.
Каларăмăр ӗнтӗ, хӗле кӗриччен чиркӳ çуртне купаласа, тăррине витсе лартнă. Анчах та малалла тумалли ӗçсем тата та нумай-ха: чӳречесемпе алăксем лартмалла, ăшă кӗртмелле, шалтан хăтлăх кӳмелле, чиркӳре кирлӗ япаласем туянмалла... Çак ӗçсене хăçан туса пӗтересси, паллах, укçа-тенкӗрен килет. Ăна вара халăх хăй пуçтарать.
Майпа усă курса Емелькино ял хутлăхӗнче пурăнакансене, çак ялсенче çуралса ӳснӗ, анчах халӗ тӗрлӗ çӗрте тӗпленнӗ ентешсене камăн мӗн чухлӗ май пур, чиркӗве туса пӗтермешкӗн пулăшма чӗнсе калас килет. Пулăшăва Çӗмӗртлӗри Лидия Тимофеевна Федотовăна алăран пама е Çырчаллинче пурăнакан Евгений Семенович Кононова куçарса пама пулать. Пархатарлă ӗçрен айккинче юлар мар, ентешсем, пурте пӗрле кар тăрса тăрăшсан чиркӗве хăвăрт туса пӗтерме Турă пулăшатех!
Сăнӳкерчӗксем З. Леонтьеван тата Чистай епархийӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев