Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çул — ачасем çуралаççӗ, çемьесем чăмăртанаççӗ

Пӗрремӗш ача ирхине 5 сехет те 16 минутра 7-мӗш клиника больницинче çуралнă, хӗрачан йывăрăшӗ 2,940 грамм


2024 çулхи яварӗн 1 — 7-мӗшӗсенче Хусанта 57 арçын ача тата 60 хӗрача çурални çинчен пӗлтерет хулан ЗАГС управлениӗ. 2023 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗнчен çӗнӗ çулăн 1-мӗш кунӗнчех Республикăмăрăн тӗп хулинче 29 ача çуралнă — 14 хӗрача, 15 арçын ача. Пӗрремӗш ача ирхине 5 сехет те 16 минутра 7-мӗш клиника больницинче çуралнă, хӗрачан йывăрăшӗ 2,940 грамм. 


Тутарстанӗпе илсен Çӗнӗ çулăн пӗрремӗш сехечӗсенче 60 ача çуралнă — 32 арçын, 28 хӗрача. 


Чи патвар ача 5,9 килограмм йывăрăш, чи пӗчӗкки —2 килограмм тайнă. 2024 çулăн пӗрремӗш кунӗсенче 27 мăшăр çемье çавăрнă, пӗрремӗш мăшăр январӗни 3-мӗшӗнче çырăннă. 


Атăлçи округӗнчи регионсенче 2024 çулăн пӗрремӗш кунӗсенчи демографи ӳсӗмӗ çапларах: Киров облаçӗнче январӗн 1-мӗшӗнче 7 ача, Оренбург облаçӗнче — 6 ача, Чулхула облаçӗнче 10 ача, Чăваш Республикинче — 22 ача тӗнчене килнӗ.


Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество