Çӗнӗ çул каçӗнче 2,5 пин ытла полицейски хăрушсăрлăхпа тивӗçтерет
Хӗллехи каникул вăхăтӗнче 2024 çулта хута янă М-12 трассăн витӗмне республика туллин туйса илӗ. Кун пирки Тутарстанри Туризм енӗпе Патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра каласа панă.
Тӗлпулăва хӗллехи каникул вăхăтӗнче республикăри хуласемпе районсенче хăрушсăрлăха тивӗçтермелли мероприятисемпе мерăсене халалланă.
«Республикăна М-12 трассăпа 112 пин çын килессе кӗтетпӗр. Вӗсен хушшинче Мускавра тата Мускав, Кострома, Иваново, Ярославль, Владимир облаçӗсенче тата Атăлçи федераллă округӗнче пурăнакансем», – тенӗ Сергей Иванов.
Çӗнӗ çул уявӗсем вăхăтӗнче пӗлтерхи пекех республикăна 160 пин турист килесе кӗтеççӗ.
Брифингра ТР культура министрӗ Ирада Аюпова Хусанти цирк уяв кунӗсенче Çӗнӗ çул представленийӗсен рекордлă йышне кăтартма хатӗрленни çинчен каласа хăварнă. Кăçал вӗсен шучӗ 50 пулмалла. 2022 çул вӗçӗнче – 2023 çул пуçламăшӗнче 34 хут «Морозко» представленине кăтартнă, пӗлтӗр ку вăхăтра «Как кот на Новый год счастье принес» – 43 шоу. Кăçалхи çӗнӗ çул представленийӗ «Лабиринт» ятлă. Ăна Льюис Кэрроллăн «Алиса в Стране чудес» тата «Алиса в Зазеркалье» хайлавӗсем тăрăх Хусанти циркпа Мускав циркӗ хатӗрленӗ.
Çӗнӗ çул уявӗсем вăхăтӗнче Тутарстанра 113 елка ӗçлет, вӗсенчен 43-шӗ – Хусанта. Пӗлтӗр çӗнӗ çул каç катоксене, парксене, елкăсене 120 пин ытла çын çитсе курнă. Кун пирки ШӖМӗн Тутарстанри вырăнти хăйтытăмлăх органӗсемпе ӗçлекен обществăлла йӗркене сыхлассипе управлени пуçлăхӗ Евгений Прытков пӗлтернӗ.
«Январӗн 6-мӗшӗнче çӗрле Тутарстанри хуласемпе районсенче Раштав кӗлли иртет. Унта 30 пин ытла çын пуласса кӗтетпӗр», – каласа хăварнă Евгений Прытков.
Вăл палăртнă тăрăх, республика çыннисене тата хăнисене хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси – вӗсен тӗп задачисенчен пӗри.
Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев