Çӗнӗ çул – тӗлӗнтермӗш вăхăчӗ
Çӗнӗ çул уявне кашни çын кӗтет, уйрăмах ачасем. Мӗншӗн тесен вăл тӗлӗнтермӗшсен, кӗтнӗ парнесен вăхăчӗ-çке-ха. Нумайăшӗн ӗмӗчӗ шăпах Çӗнӗ çулта пурнăçланать. Сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен, СВОна хутшăнакансен ывăл-хӗрӗсен ӗмӗчӗсене пурнăçланма пулăшакан «Ӗмӗтсен чăрăшӗ» ыркăмăллăх акцийӗ Тутарстанра ноябрь вӗçӗнчех пуçланнă ӗнтӗ. Халӗ вăл пур районпа хуласенче те хӗрсех пырать.
Акă Анат Кама хулин мэрӗ Рамиль Муллин та иртнӗ ытларикун çак акцие хутшăннă. Акцин правилисем тăрăх, ачасем хăйсем Хӗл Мучирен мӗн кӗтнине çырса елка çине çакаççӗ. Вӗсен ӗмӗтне пурнăçланма пулăшас текенсем вара çыруллă теттесене татса илеççӗ. Рамиль Хамзович Анат Камăри виçӗ ачан ӗмӗтне пурнăçлама шутланă. Вӗсен шутне кăçал «Сувар» хаçатăн конкурсӗсене хастар хутшăнакан чăваш ачи Станислав Леонтьев та лекнӗ.
– Стасăн «Ӗмӗтсен чăрăшӗ» акцие хутшăнса çырнă ӗмӗтне пурнăçлама пирӗн пата ыран мэр килесси пирки каçпа кăна пӗлтерчӗç. Кӗтмен çӗртен пулнăран ывăлăм малтан ним тума аптрарӗ-ха. Тепӗр кун мэр Хӗл Мучи парнипе килсен вӗçсе кайманни кăначчӗ. Ытти чух вăл вăтаннипе ют çынсемпе пит калаçсах каймасть. Рамиль Хамзовичпа питӗ уççăн, ăна тахçан пӗлнӗ пек калаçрӗ. Хам ачаран хам тӗлӗнтӗм. Ача тӳрех шанса калаçни – пирӗн мэр чăннипех аван çын пулнине çирӗплетет çеç, ман шутпа. Тавах ăна, – каласа парать Станиславăн амăшӗ Татьяна Николаевна.
Анат Камăри сывлăх енчен çирӗпех мар ачасене пӗлӳ паракан «Надежда» шкул-интернатра 9-мӗш класра вӗренекен Станислав Леонтьев питӗ хастар ача. Следж-хоккейла, боччăлла вылять – республика шайӗнчи кăна мар, çӗршыв шайӗнчи ăмăртусене те пӗрре мар хутшăннă. Шкулта юрлать, пултарулăх конкурсӗсене хутшăнать. Графика дизайнӗпе интересленет. Нумай пулмасть çак енӗпе республика конкурсне хутшăнса 2-мӗш вырăн çӗнсе илнӗ. Кӗнеке вулама та юратать арçын ача. «Ӗмӗтсен чăрăшӗ» акцие хутшăннă чух вăл опытсем тума юратни çинчен çырнă. Хула мэрӗ унăн ӗмӗтне пурнăçлас тенӗ – Станислава хими опычӗсем тумалли набор парнеленӗ.
– Ывăл графика дизайнӗпе интересленнине, анчах та ăна алла илме килти техника киввине пӗлсен Рамиль Хамзович çӗнӗ компьютер туянас ыйтăва татса пама та шантарчӗ. Унăн пулăшаканӗсем манран тӳрех мӗнле компьютер кирлине ыйтрӗç, – тет Татьяна Николаевна.
Дизайнер профессине алла илме ӗмӗтленекен Станислав çӗнӗ компьютер пирки ӗмӗтленме те пултарайман унччен. Мэрпа калаçнă хыççăн вара унăн ку ӗмӗчӗ те пурнăçланасси пирки пӗртте иккӗленмест. Мӗншӗн тесен Çӗнӗ çул – тӗлӗнтермӗшсен вăхăчӗ.
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Анат Кама мэрийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев