Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче салютсем яма Тутарстанра 713 вырăн пулать

Анчах та çăлавçăсен шучӗпе ку çителӗксӗр, «ракетăсем вӗçтерме» ытларах вырăн кирлӗ

Тутарстан МЧСӗ Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче пиротехника сирпӗтмелли вырăнсене ӳстерес пуçарупа тухнă. Хăтаруçăсен шухăшӗпе, çынсем тӗрлӗ тӗслӗ вутпа выляма питӗ юратаççӗ, çавăнпа та çак йăпанăва мирлӗ çулпа илсе пымалла. Салютсене специалистсем пăхса тăнă вăхăтра ятарласа уйăрнă вырăнсенче ямалла. Çапла майпа çынсене ăнсăртран суранланассинчен хăтарса хăварма пулать.

«Çакнашкал 713 вырăн туса хунă. Республикăн пысăк хулисенче тата площадкăсем тумалла», – тесе пӗлтернӗ ТР МЧС Тӗп управленийӗн ертӳçин çумӗ Сергей Сергеев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев