Çӗнӗ çул вăхăтӗнче Элметре эрех сутмаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çул вăхăтӗнче Элметре эрех сутмаççӗ

Çӗнӗ çул мероприятийӗсем иртекен вырăнсенчи тата вӗсен çывăхӗнчен 1000 метр инçешӗнчи лавккасене 2023 çулхи декабрӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа 2024 çулхи январӗн 14-мӗшӗччен эрех-сăра сутасран тытăнса тăма сӗннӗ.

Элмет хулипе район пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Постановление Ӗçтăвком йышăннă та ӗнтӗ. Çакăн пек утăма вӗсем хулапа район çыннисем, вӗрентӳ, культура, сывлăх сыхлав учрежденийӗсен ертӳçисем ыйтнипе тунă.

Тӗллевӗ — çитӗнекен ăрăвăн сывлăхне сыхласси, сывă пурнăç йӗркин пропаганди тата халăх йышлăн пухăнакан вырăнсенче йӗркене пăсасран профилактика.


общество

Нет комментариев