Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çул халапӗнче пулса курас тесен Чăваш Шупашкарне каймалла

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Ильдуловсен çемйи Чăваш Шупашкарӗнчи çурчӗпе кил умне тата кӳршӗ ялта вырнаçнă хăйсен фермер хуçалăхне Çӗнӗ çула илемлетнӗ.

Çапла майпа ял çыннисене Çӗнӗ çула парне тунă вӗсем. Унта пырса курма та, сăн ӳкерӗнме те юрать халӗ. Иртен-çӳренсем çак илеме курма таçтан çаврăнса килеççӗ иккен. «Эпир хамăр валли кăна мар, ыттисем валли те уяв туса парас терӗмӗр çапла. Çӗнӗ çул вăл асамлăх тата ырă ӗç тумалли вăхăт пулнине аса илтерес терӗмӗр»,– теççӗ Ильдуловсем кун пирки.

Кӳршӗ ялта вырнаçнă фермер хуçалăхӗн территорийӗнче вара тӗлӗнмелли тата нумай. Вӗсем кунта пăртан ӗнепе тата пăрупа тăракан дояркăна, парлашапа пыракан Хӗл Мучин композицийӗсене пăртан туса гирляндăсемпе илемлетнӗ. Таçтанах курăнса лараççӗ вӗсем халь. Ăна та Ильдуловсем хăйсемех ăсталанă.

(Ильдуловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев